Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ

09 августа 2014 г.

Августăн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çурчĕн канашлу залĕнче пресс-конференци ирттерчĕ. Асăннă мероприятие федераци, регионсен, районсемпе хуласенчен 46 массăллă информаци хатĕрĕн журналисчĕсем хутшăнчĕç.

Хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăна ертсе пыма пуçланă малтанхи кунранах çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Ку шута вăл тивĕçлĕ тỹлекен ĕç вырăнне те, пурăнма хăтлă вырăн кирлине те, ыранхи куна шанчăклăн пăхассине те кĕртнĕ. Ку енĕпе республика влаçĕсем тăватă çул тăрăшнине палăртрĕ Михаил Васильевич. Умне лартнă тĕллевсенчен хăшне тума май килнине, хăшне май килменнине пытармарĕ вăл. Унсăр пуçне пурнăçламалли тата нумаййине те палăртрĕ.

Çакăн хыççăн Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравлама пуçларĕ. Ăна панă ыйтусем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: нумаях пулмасть РФ Президенчĕпе В.Путинпа иртнĕ тĕл пулу çинчен, Китай халăх республикипе йĕркелекен ĕçлĕ хутшăнусем, 2015 çула палăртнă К.Иванов çулталăкне хатĕрленме пуçлани, муниципалитетсене пысăклатасси, республикăра кăçал туса илекен тыр-пул хамăра пурăнма çитет е çук, тата ытти те. Михаил Васильевич кашни ыйтăва тĕплĕн те уççăн хуравларĕ.

Журналистсемпе икĕ сехет калаçнă хушăра вăл республикăн социаллă пурнăçĕпе, экономика тата политика аталанăвĕпе çыхăннă 32 ыйтăва хуравларĕ. Пресс-конференцин видеоверсийĕпе "Раççей 1" телеканалпа çурлан 10-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра паллашма май килĕ. "Раççей 24" телеканалпа çав кун - 19 сехет те 30 минутра. Пресс-конференцин аудиоверсине Чăваш наци радиовĕ пĕрре эфира кăларнă, çурлан 9-мĕшĕнче 19 сехетре тепре итлеме май килĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика