23 июля 2014 г.
Çĕнĕ Мăрат ялĕ. Çурт умĕнчи пахчара тĕрлĕ тĕслĕ чечексем... Кунта Алексей Григорьевич Макаров пурăнать. Кăçал июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Алексей Григорьевича Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ ят парса чысларĕç.
Алексей Макаров уçă та ырă кăмăллă, хăнасене тараватскер. Вăл 80 çултан иртнĕ пулин те вăр-вар, патвар çỹрет. Паянхи куна килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх çук пулин те, хисеплĕ ветеран вĕлле хурчĕсем тытать, пахча çимĕç ỹстерет, картишĕнче вара чăх-чĕпсемпе йăпанать.
Вăл 1931 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă.
- Чылайăн пурăнаттăмăрччĕ эпир, аттепе анне, 5 шăпăрлан. Унсăр пуçне асаттепе асанне тата аттепе пĕр тăвансем иккĕнччĕ, - ачалăхне аса илсе йăл кулчĕ А.Макаров.
Алюш çемьере асли пулнă, анчах та ача 10 çул тултарнă çул вăрçă пуçланать. Ашшĕне вăрçа кайма хут килет. Шел пулин те, арçын яла каялла çитеймест, хăй хупса хăварнă укăлча хапхине текех уçайман вăл... 1943 çулта Смоленск облаçĕнче ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă. Ку вăхăт тĕлне Алюш Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи 7 класлă шкулта 5 класс пĕтерме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Сăмах май каласан, ашшĕпе амăшĕ, хут вĕренмен пулсан та, ачисене çутта кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă.
- Эпĕ агроном, Петя шăллăм инженер, кĕçĕннни, Миша, ветеринар. Хĕрсенчен пĕри, Елена, зоотехник, тепри, Роза, биологи предметне вĕрентрĕ, - каласа пачĕ Алексей Григорьевич пĕр тăванĕсем çинчен. Паллах, кунта тăвансем хушшинчи туслăх çирĕп пулни паллă.
- Вăрçă çулĕсенче хирте вăкăрсемпе ĕçлеттĕмĕр, - аса илет иртнĕ кунсене агроном. Ĕмĕчĕ-тĕллевĕсем чылай пулнă çамрăк йĕкĕтĕн. Апла пулин те ял çыннин, çĕр ĕçченĕн канăçсăр чĕри тапнă пулинех Алексей Григорьевичăн кăкăрĕнче. Вăл агроном профессине суйласа илет.
Çĕрпỹри техникумран вĕренсе тухнă хыççăн Алексей Макарова тăван хуçалăха яраççĕ. Вăл тăрăшнипе тата унăн професси ăсталăхне пула "Заря" колхоз тыр-пул туса илессипе районта çеç мар, республикăра та малтисен йышĕнче пынă. Районти куçса çỹрекен "Ылтăн пучах" приза та хуçалăх темиçе хутчен тивĕçнĕ.
Алексей Макарова 1973 çулта "ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ", 1985 çулта "РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ятсем панă. Хисеп Палли, "Октябрь Революцийĕ" орденсем тата ытти тĕрлĕрен медальсемпе Хисеп грамотисем упранаççĕ çемье архивĕнче. Тăрăшуллă агронома районăн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ.
- Халĕ те, хушăран, ял хуçалăх кооперативĕнчен тĕрлĕрен ыйтусемпе килеççĕ, кашнине май пур таран пулăшма тăрăшатăп. Çуралса ỹснĕ тăрăхра ĕмĕрĕм иртнишĕн савăнатăп çеç, - тет вăл.
Çулла Алексей Григорьевич ялта пурăнать, хĕлле хĕрĕсем патĕнче кун кунлать. Шел пулин те, юратнă мăшăрĕ, Вера Степановна, 7 çул каялла чире пула çĕре кĕнĕ. Виçĕ хĕрĕпе мăнукĕсем ашшĕпе, кукашшĕпе чăннипех те мăнаçланма пултараççĕ. Алексей Григорьевич Çĕнĕ Мăрат ялĕн маттур çынни çеç мар, Каçал тăрăхĕн хисеплĕ çынни пулни хăпартлантарать.
Источник: "Каçал Ен"