28 июня 2014 г.
Сахал-ши вăл, нумай-ши? Килĕштерсе, савăнса пурăнакан мăшăршăн вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртет пулĕ-ха, анчах та 60 çул пĕрле пурăнакансен пурнăçĕнче телейĕ те, савăнăçĕ те, кулянмалли те пайтах пулнă пулĕ. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Елена Никифоровнăпа Сергей Иванович Басниковсем 60 çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Çемьере вăрçăнасси те, çилленесси те пулнă пуль, анчах та вĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи юрату хĕлхемне нихăçан та сỹнме паман. Пулса иртнине хыçала хăварса килĕштернĕ, ĕçленĕ, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн тăрăшнă.
1954 çулта çемье çавăрнă Басниковсем. Ун хыççăн тỹрех Куйбышев облаçĕнчи Новокуйбышевск хулине путевкăпа ĕçлеме кайнă. Каярах мăшăр тăван яла таврăннă, Сергей Иванович чылай çул ферма заведующийĕнче, партком секретарĕнче тăрăшнă. Вĕренес тĕллевлĕ çамрăк аслă пĕлỹ илет, Комсомольскинче ĕçлет. Сергей Иванович нумай çул Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ, ачасене истори предметне вĕрентнĕ.
Елена Никифоровна вăхăтĕнче трахома чирĕнчен сиплекен медсестра пулнă. Пĕр тапхăр хĕрарăм Çĕнĕ Мăратри йывăç хатĕрлекен комбинатра, унтан почтăра та тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Çĕнĕ Мăратри участок больницинче ĕçленĕ вăл.
Басниковсем 3 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян вĕсем ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнаççĕ, килен-каяна ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатаççĕ. 80 çултан иртнĕ пулин те кинемейпе мучи вăр-вар та маттур, хуçалăхĕ те çирĕп. Чăххи-чĕппине те усраççĕ, пахчара та тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
Источник: "Каçал Ен"