Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петр Зверев - çĕнтерỹçĕ

25 июня 2014 г.

Июнь уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Тăвай районĕнче "Акконд-агро" фирма обществăн ĕне ферминче республикăри выльăх пăхакансен конкурсĕ иртнĕ. Чи малтанах пухăннисем хусанти "ТатХим-Продукт" общество выльăх ăш-чикне витĕр пăхмалли УЗИ аппаратпа, ытти техника хатĕрĕ туса кăларакан Draminsri фирмăн ял хуçалăх оборудованийĕпе паллашнă. Конкурсантсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ветеринари патшалăх службин ертỹçи Сергей Скворцов, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламланă, ăнăçу суннă.

Икĕ куна пынă тупăшура чи маттуррисене палăртнă. Хĕрарăмсемпе арçынсем машинăпа ĕне сăвассипе ăмăртнă. Ĕне сăвакан хĕрарăмсем хушшинче "Восток" ЯХПК доярки Марина Белкова 4-мĕш вырăна тухнă. Выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсенчен республика чемпионĕн ятне пирĕн районти "Рассвет" ЯХПК ĕçченĕ Петр Зверев тивĕçнĕ. Вăл Чăваш Республикин чысне Раççей ăмăртăвĕнче хỹтĕлĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика