Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашкăра йĕрлесе тытнă

26 января 2013 г.

Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхри вăрмансенче кашкăрсем ытларах ĕрченине палăртаççĕ.

Çитменнине, кашамансем пуçтахлансах пыраççĕ, ялсем çывăхнелле тухнине те куркалаççĕ çынсем. Ку кăна та мар, сăтăрçăсем килти выльăхсем çине тапăнма та шикленсе тăмаççĕ иккен. Кашкăрсене иртĕхме парас мар тесе районти сунарçăсем вĕсене тытма чылай вăй хураççĕ. Анчах та ăсмассерен кашăкка салма лекмест тенешкел, сунарçăсен те кашнинчех ăнмасть. Чылай чухне темĕн чухлĕ ывăнса-шăнса çÿресен те, темиçешер çухрăм касса тухсан та, кара аврипех çырлахма тивет. Питĕ асăрхануллă-çке мурсем.

Тури Тимĕрчкасси сунарçисемшĕн Алексей Степановпа Александр Семеновшăн вара çулталăк пуçламăшĕ ăнăçлă килсе тухнă. Чее те ăслă чĕр чуна йĕрлесе тытма пултарнă-пултарнах икĕ тус. «Пуснă выльăхăн ăш-чиккине пăрахса парса илĕртни, кашамансен йăлисене, пĕрмаях пулакан вырăнĕсене аван пĕлни пулăшрĕ çак ĕçре», — теççĕ 1991 çултанпах сунарçăсен обществинче тăракансем. Хирти Выçли çывăхĕнчи Вăрăмхăва вăрманĕ хĕрринче тытнă кашкăр — аçа, тĕреклĕ вăл, çамрăках та мар пулас. Маттур сунарçăсене малашне те ăнăçу сунас килет. Кашкăрсене çут çанталăк санитарĕсем тетпĕр пулин те, вĕсем ĕрчесе кайни савăнăçлă пулăмах мар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика