Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рейтинг влаç ĕçне хаклать

17 мая 2014 г.

Раççей Правительстви виçĕ çуллăх тапхăрти кăтартусене тĕпе хурса федераци субъек-чĕсен влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне пĕтĕмлетекен рейтинга палăртнă.

Асăннă рейтинга 2008 çултанпа хатĕрлеççĕ. Малтан ăна 300 ытла кăтарту çинче никĕслетчĕç, кайран вĕсен шутне чакарчĕç, халĕ тĕп тата анлă 12 кăтартăва тĕпе хураççĕ. Тата - регионсем хăйсем сĕнекен 2 кăтарту. Вĕсен 50 проценчĕ экономикăпа çыхăннă, 30-шĕ - социаллă сферăра, 20 проценчĕ - халăх хушшинче ирттерекен ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем.

2012 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр Чăваш Ен рейтингра хăйĕн позицине самай лайăхлатнă, 20-мĕш вырăна çĕкленнĕ. Ỹсĕмлĕ кăтартусен шутĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕчĕк бизнес продукцийĕн çаврăнăшĕ ỹснине палăртнă. Бюджета хывакан налуксен калăпăшĕ пысăкланни те лайăх. Çурт-йĕр ытларах хута янă, ĕçсĕрлĕхе чакарнă. Халăх хушшинче ирттернĕ ыйтăмсем те çынсем влаç органĕсене шанасси ỹснине çирĕплетеççĕ.

Çынсен пурнăç тăршшĕпе (вăтамран 74,3 çул) çыхăннă кăтартупа республика малтисен шутне кĕме пултарнă. Тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕн ăшшиссĕр юлнисен шучĕ те чакнă.

Чăваш Ен 11 кăтартăва туллин пурнăçланă. Виççĕ-шĕнпе ĕçлесе çитереймен. Çав шутра - тĕп капитала хывакан инвестицисем. Ку çитменлĕх экономикăн пĕтĕмĕшле аталанăвне те ура хума пултарать. Çынсен тупăшĕ тĕлĕшпе палăртнине пурнăçлайман. Ỹсĕм пур, çапах татах пысăклатмалла. Пурнăçлайман тепĕр кăтарту - патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытайман çамрăксен тỹпи пысăкки.

Михаил Васильевич кăçалхи ĕçе хакланă май çапла пĕтĕмлетнĕ: "Тăватă уйăх хыçа юлчĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл туртăмĕ пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çав шутра - тупăшсен ỹсĕмĕ те. Апла пулин те ĕçлемелли пур-ха, кăтартусене лайăхлатмаллах".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика