Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăра халалласа турнир ирттерчĕç

26 февраля 2014 г.

Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекен кунĕнче Тăманлă Выçли пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче волейбол турнирĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем кунта çуралса ÿснĕ, афган вăрçинче интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă Виктор Тумакова халалларĕç. Кăçал турнир 25-мĕш хут иртрĕ.

Мероприятие шкулта ОБЖ предметне вĕрентекен Юрий Емельянов уçрĕ. Вăл пухăннисене паттăр салтак пурнăçĕпе паллаштарчĕ, унăн ятне чĕресенче упрама чĕнсе каларĕ. Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева Виктор Тумаковăн ашшĕ-амăшне ывăлне тивĕçлĕ ÿстернĕшĕн тав турĕ, ял тăрăхĕнче пурăнакансем унпа чăннипех те мухтаннине пĕлтерчĕ.

Мероприятие пухăннисем умĕнче Афганистан ветеранĕсен Комсомольски районĕнчи совечĕн председателĕ Виктор Гаврилов, Михаил Киргизов, Николай Белков, Валерий Самаркин, Сергей Чаев интернационалистсем те тухса калаçрĕç, уяв ячĕпе саламларĕç, спортсменсене ăмăртура ăнăçу сунчĕç.

Çак кун шкулăн спортзалĕнче 5 команда вăй виçрĕ. Хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăна Шурут вăтам шкулĕн команди (тренерĕ Петр Козлов) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшсем — Çĕнĕ Мăрат ялĕн çамрăкĕсем (тренерĕ Евгений Басников). Виççĕмĕш вырăна Тăманлă Выçли çамрăкĕсем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăсем Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçрĕç.

Турнирта Александр Пундяков вĕрентекен тĕп судья пулчĕ.

Мероприятие йĕркелекенсем Ольга Андреевăна, Михаил Киргизова, Светлана Кондратьевăна, Леонид Киргизова, «Пайгас» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿлĕхне спонсорла пулăшушăн тав турĕç.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика