Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăха аталантарса

15 февраля 2014 г.

Каçал тăрăхĕ чăваш йăли-йĕркине сума сăвакан, тăван ен историне тĕпчекен, халăх аталанăвĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлекен çынсемпе чăннипех те пуян. Çавсем хушшинче — шкулсенче тăван ен культурине вĕрентекен ĕçтешĕмсем. Вĕсем пурте пĕр çутă тĕллевпе пурăнаççĕ, ачасене чăваш халăхĕн пуян историйĕпе, культурипе, паллă çыннисемпе паллаштарасси, вĕсенчен чăн чăваш чунлă çынсем çитĕнтересси. Çакна Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче иртнĕ тăван ен культурин урокĕсен фестивалĕ те çирĕплетрĕ.

Районти вĕренÿ пайĕн методисчĕ В.А.Филиппова, Çĕнĕ Мăрат шкулĕн коллективĕ тата чăваш ен культурине вĕрентекенсем тăрăшса хатĕрленнипе уçă уроксем, ачасен ал ĕçĕсен куравĕ, «Чăваш пики» конкурс çÿллĕ шайра иртрĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Н.Г.Боровкова 5-мĕш класра «Н.И.Ашмарин — ученăй, тюрколог» темăпа ирттернĕ урок пысăк хака тивĕçрĕ. Асанкасси вăтам шкулĕнчи Л.А.Катмакова 6-мĕш класра вĕренекенсене чăваш кил-йышĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, пурнăçра чи кирли пĕр-пĕрне хисеплеме, юратма, упрама пĕлни пулнине витĕмлĕн уçса пачĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнчи В.В.Петрован «Çурхи, çуллахи йăла-йĕрке» урокĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем çав тери кăсăкланса ĕçлерĕç, ĕлĕк пурнăç йывăр пулсан та чăвашсем нихăçан та пуç усманнине, пĕр-пĕринпе, çут çанталăкпа килĕштерсе пурăннине, ĕçре тата канура телей туптанине туйса илчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ В.Г.Гордеев ачасене тĕпчев ĕçне хастар хутшăнтарать. Фестивальре вăл 9-мĕш класс вĕренекенĕсене хăйĕн «Чăвашсен паллă çыннисем» проекчĕпе паллаштарчĕ, тăван халăхăмăрăн ăслă та пултаруллă ывăл-хĕрĕнчен пирĕн тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.

«Пирĕн пултарулăх» курав тăрăхра пултаруллă, илеме курма тата ăна сăнласа пама пĕлекен ăста ачасем ÿснине кăтартса пачĕ. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме тата çыхма юратакансем, тетте ăсталакансем, йывăçран тĕрлĕ япала, тĕрĕ-эреш касса тăвакан чылай. Вĕрентекенсем уйрăмах Е.Соловьева (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ), А.Чернова, И.Полякова (Аслă Чурачăк шкулĕ), Р.Карасева (Тăманлă Выçли шкулĕ), М.Краснова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Г.Салеева (Чĕчкен тĕп шкулĕ) хатĕрленĕ ал ĕçĕсене пысăк хак пачĕ.

«Чăваш пики» конкурса тĕрлĕ шкулсенчи 6 хĕр ача хутшăнчĕ. Паянхи пикесем хăйсене чăн чăвашла сăпайлă тыткалама, калаçма, тĕрлĕ ĕç тума пĕлнисĕр пуçне тăван ен историпе культурине тĕплĕн вĕреннине те тĕрĕслерĕç конкурс йĕркелÿçисем. Чăн-чăн Нарсписем ÿсеççĕ Каçал тăрăхĕнче тесе калас килет конкурса хутшăннă Надия Абинова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Екатерина Соловьева (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ), Ольга Зверева (Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ), Татьяна Хлебникова (Хырхĕрри тĕп шкулĕ), Наталия Платонова (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Алина Кузьмина (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) пирки. Çак сăпайлă, çепĕç чунлă, ĕçчен, ăслă хĕр ачасем сăвă çырма та, юрра-ташша та, чăн чăваш апатне пĕçерме те ăста. Жюри пĕр саслăн Екатерина Соловьева конкурс çĕнтерÿçи пулнине палăртрĕ, ытти пикесем тĕрлĕ номинацисенче титулсем çĕнсе илчĕç.

Тăван ен культурине вĕрентекенсен районти пĕрлешĕвĕ фестивале ирттерсе яма пулăшнăшăн Çĕнĕ Мăрат шкул администрацине, кунта тăван ен культурине вĕрентекен З.В.Бархоновăна ăшшăн тав тăвать.

 

А.ЛУКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика