25 декабря 2013 г.
Çĕнĕ Мăрат шкулĕ 100 çулхи юбилейне паллă тăвать текен хыпара илтсен кунтан вĕренсе тухнисем, хăй вăхăтĕнче унта ĕçленисем декабрĕн 21-мĕшĕнче тăван шкула пухăнчĕç. Алăк умĕнче вĕсене чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, акт залне ăсатрĕç.
Уява Алина Афанасьевăпа Татьяна Соловьева учительсем килĕшÿллĕ ертсе пычĕç. Чи малтанах Çĕнĕ Мăрат пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн директорĕ Альберт Борисов шкул историйĕпе паллаштарчĕ. 1913 çулта ялта уйрăм çын пÿртĕнче шкул уçăлнă. Унăн шăпи пĕр ĕмĕр хушшинче тем тĕрлĕ те улшăннă. Çичĕ çул, каярахпа сакăр çул вĕренмелли шкул туса хунă. Паянхи ачасем вара кир-пĕчрен хăпартнă, 1984 çулта хута кайнă икĕ хутлă капмар çуртра вăтам пĕлÿ илме пултараççĕ.Шкул историне тĕрлĕ çулсенче тунă сăн ÿкерчĕксенчен йĕркеленĕ слайдсем çутатса пычĕç.
Педагогсемпе вĕренекенсене, выпускниксене 100 çулхи юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева саламларĕç, парнесем пачĕç. Ĕçре палăрнă вĕрентекенсене район администрацийĕн, вĕренÿ пайĕн тата шкул дирекцийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Ĕçтешĕсен савăнăçне пĕрле пайлама Шурут, Тăманлă Выçли, Анат Тимĕрчкасси шкулĕсен коллективĕсем те килсе çитнĕ. Тĕрлĕ çулсенче кунтан вĕренсе тухнă Г.М. Киргизов, Г.А. Краснов, М.С. Чубуков, Г.Л. Жестянкин, Л.Г. Васильева тата ыттисем те сăмах илчĕç, аса илĕвĕсенче тăван шкула, хăйсене ăс панă учительсене тав сăмахĕсем каларĕç. Тивĕçлĕ канури учительсем çак коллективра ĕçлеме тÿр килнишĕн шăпине тав тунине пĕлтерчĕç. Шкул хăй вĕрентсе кăларнă ачасемпе тивĕçлипе мăнаçланма пултарать. Кам-кам кăна çук-ши вĕсем хушшинче; Учителĕ, юрисчĕ, летчикĕ, врачĕ, инженерĕ... Наука кандидачĕ, пĕр-пĕр отраслĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнисем те пайтах. Вĕсем тăван ялта та, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче те ĕçлесе пурăнаççĕ, тăван шкулăн, ялăн ятне çÿлте ты-таççĕ.
Шкул çывăхри ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе те тачă çыхăну тытать, вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пыраççĕ. «Заря» кооператив ертÿçи В.А. Макаров, «Рассвет» хуçалăхăн тĕп агрономĕ А.Н. Игнатьев та пушă алăпа килмен, салам сăмахĕсенче вĕсем малашне те килĕштерсе пурăнмаллине каларĕç.
Уяв юрă-ташăпа пуян пулчĕ. Концерт программине вĕренекенсемпе учительсем хăйсен вăйĕпе йĕркеленĕ. Радий Басников, Вика Павлова выпускниксем, «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнĕ те пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Çав кун ăшă тĕл пулусем, кăмăллă калаçусем чылайччен пычĕç. Камăн шкултан вĕренсе тухса кайнăранпа 30, 50, 70 çул çитнĕ, хăшĕ пĕлÿ çуртĕнчен пĕлтĕр-виçĕм çул çеç уйрăлнă. Вĕреннĕ вăхăтра пулса иртнĕ кăсăклă ĕçсемпе пулăмсене, юратнă вĕрентекенсене ырăпа аса илчĕç, тăван шкул юбилейне пуçтарăннисем паянхи ачасене вĕренÿре, пурнăçра ăнăçу сунчĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"