Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тукайсем ĕмĕрне юрă-ташăпа ирттереççĕ

18 декабря 2013 г.

Тукай ял поселенине 6 ял кĕрет: Çĕнĕ Мăрат, Тукай, Тăманлă Выçлипе Вутлан тата Анат Тимĕрчкассипе Тури Тимĕрчкасси. Асăннă ялсенче ĕçре маттур, юрă-ташăра пултаруллă çынсем пурăнаççĕ.

Çавăнпа та тăван районăн 75 çулхи юбилейне халалланă смотр-конкурса хутшăнас кăмăллисем те йышлăн пулнă. Декабрĕн 13-мĕшĕнче Тукай ял поселенийĕнчен килнĕ художество пултарулăх коллективĕ лартнă концерт та çакна çирĕплетсе пачĕ.

Малтанах Ольга Андреева пуçлăх Тукай ял тăрăхĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн доклад туса пачĕ. Вăл ял тăрăхĕнче çулленех ирттерекен «Чи тирпейлĕ кил-çурт» конкурсăн çĕнтерÿçисене, Тукай ялĕнче пурăнакан Курицынсен çемйине Хисеп хучĕ парса чысларĕ.

Уяв программине «Алран кайми аки-сухи» ташă композицийĕ уçрĕ, ăна хор хăватлă сасăпа юрланă «Чечеклен, юратнă Чăваш Ен» юрă ылмаштарчĕ. Куракансем кашни номера тенĕ пекех кăмăлласа йышăнчĕç, ялти артистсене хавхалантарчĕç. Ачасен фольклор ушкăнĕ «Эх, сад савнать» юрра юрланипе, тăпăр-тăпăр ташланипе питĕ килĕшрĕ. Çĕнĕ Мăрат каччисем Валерий Смирновпа Александр Майоров шăрантарнă чăваш халăх юррисем пурин чунне те пырса тиврĕçех ĕнтĕ. Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли, Анат Тимĕрчкасси шкулĕсен директорĕсем А.Борисов, Я.Ильин тата В.Муллин вырăс юррипе сцена çине тухрĕç. Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнчи хĕр ачасен ушкăнĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕн учителĕсем Алина Афанасьевăпа Татьяна Соловьева ташша ăста. Тукайсем хăйсен репертуарне çавăн пекех Тăван çĕр-шыв, юратнă кĕтес çинчен хĕрсен ансамблĕ, уйрăм юрăçсем янратнă юрăсене те кĕртнĕ. Программăна вара «Шурăмпуç» халăх фольклор ансамблĕ вĕçлерĕ.

Кăçал графикпа виçĕ ял поселенийĕ – Чĕчкен, Асанкасси, Тукай - смотр-конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма ĕлкĕрчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: çак концертсене халăх йышлă çÿрет, кăмăлласа пăхать, пысăк хак парать. Смотр-конкурс 2014 çулта малалла тăсăлĕ, январĕн 24-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн художество пултарулăх коллективĕ сцена çине тухĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика