20 ноября 2013 г.
Иртнĕ эрне кун Тукай ял тăрăхĕнче профилактика кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме район прокурорĕ Владимир Николаев, районти ĕç тăвакан уголовлă инспекцин начальникĕ Валерий Денисов, шалти ĕçсен пайĕн участок уполномоченнăйĕ Валерий Казаков тата ыттисем килсе çитрĕç.
Мероприятие çавăн пекех ял тăрăхĕн профилактика совечĕн членĕсем — «Заря» ЯХПК председателĕн çумĕ Владимир Жестянкин, Светлана Петрова библиотекарь, Анат Тимĕрчкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн директорĕ Владимир Муллин, Николай Иванов ертÿçĕ («Луч» ЯХПК), Тăманлă Выçлири культура çурчĕн директорĕ Елена Сорокина тата ыттисем —хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева сăмах илчĕ. Çакăн пек мероприятие вĕсем планпа килĕшÿллĕн кварталта пĕр хутчен ирттереççĕ иккен.
— Обществăра чи хÿтлĕх-сĕррисем — ачасемпе ватăсем. Паян калаçу ытларах ачасем пирки хускататпăр. Йĕркеллĕ çемьере ÿсекеннисене никам та кÿрентерме парас çук, анчах та ашшĕ-амăшĕпе ăнăçмасан, тăван кил хăрушă вырăна çаврăнсан, камран пулăшу ыйтĕ-ха вăл? Пирĕн тăрăхра ун пек икĕ çемье учетра тăрать. Эпир вĕсемпе тăтăшах тĕрлĕ профилактикăлла мероприятисем ирттеретпĕр, — терĕ Ольга Петровна.
Ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнăскерсен, вĕсен ачишĕн — иккĕшĕн те — алимент тÿлемелле. Районти суд приставĕсен уйрăмĕн ĕçченĕсем вара вĕсене вăхăтра алимент тÿлеменшĕн Раççей Федерацийĕн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă майпа явап тыттарнă. Паянхи кун вĕсене, «Пайгас» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекенскерсене, тивĕçлĕ органсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Учетра тăракан ашшĕ-амăшне тĕрлĕ сĕнÿ-канаш пачĕç.
Çавăн пекех вырăнти профилактика совечĕн членĕсемпе право сыхлав органĕсен представителĕсем преступлени туса приговор кăларнă çынсемпе, колонисенчен судпа палăртнинчен маларах тухнисемпе, çемьесенче хирĕçекенсемпе, харкашакансемпе тата ыттисемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Район прокурорĕ тĕрлĕ хуçалăхсенче тăрăшакансенчен, РФ Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн, ĕç шалăвĕн калăпăшĕпе тата вăхăтра тÿленипе те кăсăкланчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Малалла районти ĕç тăвакан уголовлă инспекцин начальникĕ сăмах илчĕ. «Паянхи кун инспекцинче преступлени тунăшăн 56 çын учетра тăрать (пĕлтĕр çак тапхăрта — 54). Условлă майпа айăпланнисене хăйсене лайăх тытнăшăн суда представле-ниcем ярса парса 2 çынна учетран кăларттартăмăр (пĕлтĕрхи кăтарту 4-па танлашнă). Кăçал январь — октябрь уйăхĕсенче тÿрĕ çул çине тăрас теменнисене вара — 7-шне — суда представлени çырса «кирпĕч шутлама» ятăмăр. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тăтăшах рейдсем, акцисем йĕркелетпĕр. Акă, кăçал çавăн пек 68 мероприяти ирттертĕмĕр те», — паллаштарчĕ цифрăсемпе Валерий Христанович.
Ун хыççăн мероприятие йĕркелекенсем район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕнче учетра тăракан виçĕ ачапа, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тата класс ертÿçипе тĕл пулса калаçрĕç. Ачасене уроксенче киревсĕр ĕçсем тунăшăн учета илнĕ иккен. Ун пирки тĕплĕнрех шкул директорĕ Альберт Борисов паллаштарчĕ. «Чи кирли вăл — киревсĕр ĕç тума вăхăтра чарăнни. Çамрăкла тунă йăнăшсемшĕн кайран чавсана çыртмалла ан пултăрччĕ», — сĕнчĕ пăшăрханса Альберт Соломонович. Учетра тăракан 3 вĕренекен тĕрлĕ çемьере ÿсет. Сăмахран, пĕрин ашшĕ-амăшĕ хисеплĕ çынсем, теприн вара ашшĕ «симĕс çĕленпе» туслă, ниçта ĕçлемест... «Ача киревсĕр ĕç тăвас çул çине тăнин сăлтавĕ мĕнре-ши?» — çак ыйтăва уçса парас тавра пулчĕ те ĕнтĕ калаçу.
Каярахпа Ольга Андреева районти шалти ĕçсен пайĕнчен ярса панă икĕ представленипе паллаштарчĕ, малашнехи тĕл-левсем çинче те чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн представителĕсем Любовь Пушкина, Гузель Гадельянова, Татьяна Федорова, районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Людмила Ярышева профилактика кунне малалла тăсса икĕ ялти (Вутланпа Тăманлă Выçли) тăватă çемьере пулчĕç, профилактика темипе калаçусем ирттерчĕç.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"