Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ветеранĕ – 90 çулта

09 октября 2013 г.

Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Елена Алексеевна Киргизова çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Аслă Аттелĕх вăрçин участникĕн мăшăрне сумлă çак кунпа район администрацийĕн тата Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Михаил Афанасьевпа Ольга Андреева саламланă. Михаил Романович Елена Алексеевнăна Россия Президенчĕн саламне панă, халăх хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.

Е.А.Киргизова Патăрьел районне кĕрекен Пăлапуç Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ, хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче нуши-тертне те тÿснĕ, савăнăç-телейне те курнă. Вăрçă хыççăн Çĕнĕ Мăрат каччипе, вăрçă участникĕпе Петр Леонтьевич Киргизовпа, çемье çавăрнă. Ĕçчен мăшăр 6 ачана кун-çул парнеленĕ. Халĕ вĕсем тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ, Санкт-Петербургран пуçласа Мурманск таранах. Елена Алексеевна Гена ывăлĕпе хăтлă çуртра пурăнать. Хăйĕн пурнăçне хĕрарăм çĕр çинче ĕçлесе ирттернĕ.

Михаил Афанасьевпа Ольга Андреева юбиляра çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул суннă, чĕрĕ чечексемпе асăнмалăх парнесем панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика