Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юр айне хăварасшăн мар

05 октября 2013 г.

Кăçалхи çулла шăрăхпа çунтарчĕ пулсан, кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче, сентябрьте, çумăр чарăнмасăр çурĕ. Ял хуçалăхне питĕ пысăк чăрмав кÿчĕ çакă. Пĕрчĕллĕ тĕш тырăсене çапса кĕртсе çĕр улми кăларма çеç пуçланăччĕ ял ĕçченĕ, çанталăк йĕпе-сапана кайрĕ. Районти хуçалăхсем кăçал çĕр улмине пурĕ 1681 гектар лартнă. Шăрăх çанталăкра типнĕрен 209 гектарне шутран кăларсан вара вăл 1472 юлнă. Сентябрьте хуçалăхсем 704-шне кăларма ĕлкĕрнĕччĕ, анчах татах çумăр кансĕрлерĕ. Копалка çакнă тракторсем октябрĕн 3-мĕшĕнче çеç хăш-пĕр хирсене кĕме пултарчĕç. Октябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне ăна тата 768 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелли юлнăччĕ.

Акă, «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн çĕр улми уйне юпан 3-мĕшĕнче техника тата 20 ĕçчен тухрĕ. Кăларса пăрахнă çĕр улмине пуçтарса вĕсем тÿрех автомашина çине тиесе пычĕç. Чĕчкенсемпе Аслăчурачăксем кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 17 гектар çитĕнтернĕ. «Рокко» сорт ăнса пулнă, шултра. «Çумăра пула паянхи кун тĕлне 2 гектар çинчен çеç пуçтарайрăмăр. Темле пулсан та лартса ÿстернĕскере уя хăвармастпăрах. Ыран Аслă Чурачăк вăтам тата Чĕчкен тĕп шкулĕсен ачисем те пулăшма тухаççĕ», — пĕлтерчĕ кооператив председателĕ Р.Шарафутдинов.

«Луч» хуçалăхра вара çĕр улмине 53 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Шурута каякан çул çумĕнчи лаптăкра эпир çитнĕ чухне Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем тăрăшсах ĕçлетчĕç. Сулхăнрах пулсан та ачасен шăнма вăхăт çук, хаваслă ушкăнра ĕç те ÿсĕнсех пырать. Çумра юратнă учительсем пĕрле ĕçлени те хавхалану кÿрет вĕренекенсене. Ку хуçалăхра бригадăра ĕçлекенсем çук-ши вара, çав кун хирте пĕрне те курма пулмарĕ.

«Дружба» ЯХПКн çĕр улми лаптăкĕ самаях пысăк тата çак çимĕç ăнса пулнă. Ял çыннисем ĕлкĕрейменнипе е сахалăн тухнипе кунта район центрĕнчен пулăшу десанчĕ килнĕ. Район администрацийĕн, райпон, тĕп больницăн ĕçченĕсем, Урмаел вăтам шкулĕн аслă класĕсенче вĕренекенсем килсен ĕç хăвăртрах та хаваслăрах кайнă. Октябрĕн 4-мĕшĕнче кунти çĕр улми анинче колхозниксемпе пĕрле 300-е яхăн çын ĕç ленĕ.

— Юлашки çулсенче çĕр улмин сутлăх хакĕ пысăках пулмарĕ, вăтамран 4—4,5 тенкĕ. Йÿнĕ хакпа кайнине кура хуçалăхсем унăн лаптăкне чакарма та пуçларĕç. Кăçал вара «иккĕмĕш çăкăрăн» хакĕ, вăл сахаллине кура, кăштах ÿсни палăрать, пĕр килограмĕн хакĕ 8—9 тенке çитрĕ. Районти хуçалăхсен çĕр улмине пуçтарса кĕртсе сутсан кассăна укçа-тенкĕ кĕрес шанчăк пур. Çавăнпа та уй-хирсенчи тухăçа çĕр айне хăварас мар тесе чăн-чăн кĕрешÿ пуçарса ямалла. Октябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне пысăкрах лаптăксем «Урожай» колхозра (90 гектар), «Рассвет» (70), «Дружба» (55), «Луч», «Заря» (20) кооперативсенче, «Слава картофелю» агрофирмăра (67), Минатуллинăн (67), Хайртдиновăн (48), «Кызыл сабанча» (65 гектар) фермер хуçалăхĕсенче тăрса юлнă. Çанталăка шанса тăма çук, канмалли кунсенче чылай çĕрте çĕр улми кăларассине вĕçлеме тăрăшмалла, — терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика