Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ паспорта улăштармаллах

25 сентября 2013 г.

Пирĕн çĕр-шывра 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паспортсем парассине вĕçленĕ тесен те тĕрĕс. Анчах та хăш-пĕр çынсем вăл е ку сăлтава пула кивĕ йышши паспортсене улăштарман-ха. Районта кунашкаллисем саккăрăн, пурте пенси çулĕсенчисем. Сăлтавсенчен пĕри вăл — тĕшмĕш. Вĕсен шучĕпе, çĕнĕ йышши паспортра 666 число пур. Ку «сатана цифри», çавăнпа та Турра ĕненекенсем паспорта алла тытасшăн мар.

РФ Федераллă Миграци службин 339-мĕш №-лĕ приказĕпе килĕшÿллĕн, паспортăн 5-мĕш, 7-мĕш, 9-мĕш, 11-мĕш, 13-мĕш, 15-мĕш тата 19-мĕш страницисенче орнамент формипе «Россия» сăмах çырăнать. Унта нимле 666 цифра та çук.

Çавăнпа та 1974 çулти кивĕ йышши паспорта çĕннипе улăштарма йыхравлатпăр.

Улăштарма пыракансем административлă явап та тытмĕç.

А.ГАЛКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика