Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лăпкă çывăр, Саша

25 сентября 2013 г.

Шел, мирлĕ вăхăтра та чăваш халăхĕн чи маттур ывăлĕсем çĕр-шывăн тăнăçлăхĕшĕн пуçне хураççĕ. Иртнĕ эрнере Чечен Республикинче пулнă инкек, унта Чăваш Енрен кайнă икĕ полицейски вилни никамăн чунне те хускатмасăр хăвармарĕ ĕнтĕ. Çамрăк, вăй питти ар çынсем ытла та ир, вăхăтсăр çĕр айне кĕрсе выртни чăннипех те пуçа вырнаçмалли япала мар-çке. Уйрăмах ашшĕ-амăшне хăйсем пурнăç панă ывăлĕсене пытарма çăмăл мар. Çак йĕркесем те çав тери йывăрпа çырăнаççĕ. Сашăшăн Çурçĕр Кавказ регионĕнчи командировка пĕрремĕш те юлашки пулнă. Юлташĕсем каланă тăрăх, унтан таврăнсан каччă çемье çавăрас шутлă пулнă иккен. Анчах...

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерствин Шупашкар хулинчи управлени-йĕнче Александр Егоров тата Леонид Пучков аслă сержантсемпе сыв пуллашнă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Сергей Семенов министр, унăн заместителĕсем, ШĔМ сотрудникĕсем, ĕçчешĕсем, вилнисен тăванĕсем хутшăннă.

Каç кÿлĕм вара Александр Егоровăн ÿтне вырнаçтарнă цинк тупăка Анат Тимĕрчкассине илсе çитерчĕç. Сашăна юлашки çула ăсатма тăванĕсем, юратнă хĕрĕ, пĕтĕм ял-йыш, юлташĕсем пухăннă. Çут çанталăк та çынсемпе пĕрле йĕчĕ тейĕн, кунĕпех çумăр çурĕ. Тăван килĕн картишĕнче сыв пуллашнă хыççăн ял масарне çул тытрĕç. Ял урамĕсенчи хура çĕр çинче гвоздика чечекĕсем хĕрлĕ юн тумламĕсем евĕр выртса юлчĕç...

Хурлăхлă митинга Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева уçрĕ. Пĕрремĕш учителĕ Мария Григорьева, Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн директорĕ Владимир Муллин Саша питĕ мал ĕмĕтлĕ, тăрăшуллă вĕренекен пулнине, аван вĕреннине, спортра яланах палăрнине аса илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Илдус Миннетуллин А.Егоровăн амăшне Нина Николаевнăна, пĕр тăванĕсене пĕтĕм район вĕсемпе пĕрле хурланнине каларĕ.

Митинг хыççăн пурте Александрпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашса шăтăка виçшер ывăç тăпра ячĕç. Ĕçтешĕсем паттăр юлташĕ ячĕпе виçĕ хутчен залп пачĕç.

Асăну апачĕ вăхăтĕнче ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, полици начальникĕ А.В.Тимофеев Александр Егоров аслă сержанта (вилнĕ хыççăн) Чечен Республикин Пуçлăхĕн Р.Кадыровăн Указĕпе «Чечен Республикин хÿтĕлевçине» медальпе наградăланине пĕлтерчĕ, наградăна амăшне Нина Егоровăна пачĕ. «Нина Николаевна, Сирĕн ывăлăр чăннипех те паттăр. Вăл хăйĕн тивĕçне вĕçне çити пурнăçланă, пĕр иккĕленмесĕр вилĕмçе хирĕç тăнă. Енчен те Саша юлташĕсемпе пĕрле взрывчаткăпа тултарнă машинăн çулне пÿлмен пулсан, пĕтĕм отряд, унта вара 100 ытла çын, пурнăçĕ татăлатчĕ. Тавах ăна çапла лайăх воспитани парса ÿстернĕшĕн. Шел, упраймарăмăр, каçарăр», — терĕ. Çавăн пекех вăл министерствăра тăрăшакансем, ĕçтешĕсем Александрăн çутă сăнарне яланах чĕрисенче упрасса, çемйине пулăшса тăрасса сăмах пачĕ.

Сывă пул, Саша! Пурнăçу çăлтăр çуталса илнĕ пек çеç кĕске пулчĕ пулин те, эс чăн-чăн арçын ятне тивĕç. Санпа аннÿ, тăванусем, ентешÿсем мăнаçланма пултараççĕ. Лăпкă çывăр, йывăр тăпру çăмăл пултăр...

 

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика