21 сентября 2013 г.
Комсомольски районĕ тата тепĕр ывăлне çухатрĕ. Сентябрĕн 16-мĕшĕнче Чечен Республикинчи Серноводск хулинче вилĕмçĕ взрывчатка тултарнă машинăпа шалти ĕçсен пайĕ вырнаçнă территорине кĕме хăтланнă. Постра тăракан ăна çакна тума паман, атомашина шалти ĕçсен пайĕн айккинче сирпĕнсе кайнă. Взрыва пула виçĕ полицейски вилнĕ, тăваттăн аманнă. Вилнисенчен иккĕшĕ, Леонид Пучковпа Александр Егоров, Чăваш Республикинчен.
Александр Анат Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ. Чечняна вăхăтлăх оперативлă ушкăн йышĕнче тухса кайиччен вăл ЧР Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче полицейски-кинологра ĕçленĕ. Ертÿçĕсем, пĕрле ĕçлекенсем ăна лайăх енчен кăна аса илеççĕ.
Сентябрĕн 20—мĕшĕнче аслă сержант Александр Егоровăн ÿтне тăван ялне илсе килсе пытарчĕç. Кун çинчен тĕплĕнрех — çитес номерте.
Источник: "Каçал Ен"