Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш малаллах талпăнать

10 августа 2013 г.

Районта тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсем —12625 гектар. Августăн 9-мĕшĕ тĕлне 5440 гектар çулнă (43 процент), 10441 тонна тĕшĕленĕ. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăни палăртнине вăхăтра пурнăçлама чăрмав кÿчĕ. Çавăнпа та паянхи кун районти кашни хуçалăхра — хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Вырма вăй илсех пырать.

Кĕр тыррисене акса хăварма 870 гектар çĕр хатĕрленĕ. «Комсомольские овощи» ОООра, «Дружба» ЯХПКра, Васильевăн фермер хуçалăхĕнче çĕр улми кăларас ĕçе пуçăннă. Хальлĕхе 66 гектар çинчен пурĕ 845 тонна пухса илнĕ.

«Заря» ял хуçалăх кооперативĕнче те ĕçченсем кашни кунпа туллин усă курас тесе тăрăшаççĕ. Вырма ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ кунта.

— Владимир Евдокимов комбайнер тулла тÿрех çапса тĕшĕлет, — терĕ çывхарса килекен «уй-хир карапĕ» енне пуçне сĕлтсе хуçалăх ертÿçи В.А.Макаров. Уй-хирте Германире туса кă-ларнă «Medion Class» комбайн ĕçлет. Вăл — çухатусăр ĕçлекен чаплă техникăран пĕри.

Маттур комбайнер пур çĕрте те хастар, ăна кулленхи ĕçре Василий Наумов пулăшать. Кирлех пулсассăн çамрăк «уй-хир карапĕпе» çÿреме те ăста.

— Кун пек техникăпа ĕç çи вăраха каймастех. Çитĕнтернĕ тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртесчĕ, тухăç савăнтарасса та шанас килет, — тет калаçăва хутшăнса район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин.

Çак вăхăтра Владислав Суромов водитель хăйĕн автомашинине комбайн çумне пырса тăратрĕ, кĕçех сап-сарă тулă бункертан юхма тытăнчĕ.

Ял хуçалăх производство кооперативĕнче августăн 9-мĕшĕ тĕлне кĕрхи туллăн 65 гектарне çапса илнĕ, 170 тонна тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 26,1 центнер. Паян-ыран сĕлĕ уйĕнче ĕçсене вĕçлемелле. Кĕрхи культурăсене акма та çĕр хатĕрлеççĕ, 15 гектар çĕр сухаланă.

Çĕнĕ Мăрат ялĕн йĕтемĕнче 12 çын тăрăшать. Хиртен турттарса килнĕ тырра çийĕнчех тасатса кĕлете кĕртеççĕ. Нÿрĕреххине типĕтмелли агрегат витĕр кăлараççĕ. Алланă çĕрте ял ĕçченĕсемпе пĕр танах шкул ачисем те тăрăшаççĕ, аллакан агрегатсене Илья Чубуков тимлĕ пăхса тăрать.

— «Заряра» тухăçа вăхăтра пухса кĕртессе шанатпăр. Кашни пĕрчĕ шутра пулмалла. Уй-хирти тырра типтерлĕ пуçтарни выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма май парать. Тутă выльăхран продукци ытларах илме пулать, — терĕ ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Ш.Зейнутдинов.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика