Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шав шавларĕ Акатуй

29 июня 2013 г.

Иртнĕ вырсарни кун Тукай ялĕнче пурăнакансем чăвашсен ламран-лама куçса пыракан Акатуй уявне паллă турĕç.

Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Геннадий Шурбин, Сергей Никитин ентешсем хутшăнннă. Пысăк та чаплă уяв ячĕпе вĕсем ял-йыша саламланă, малашне те тăрăшуллă ĕçлеме суннă. «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Вячеслав Никифоров ял ĕçченĕсене çурхи ака-сухана ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламланă, ĕçре малта пыракансене чысланă.

Уяв илемĕ — юрă-ташăра, вăйă-кулăра. Пухăннисене «Шăпчăксем» ача-пăча фольклор ушкăнĕ, «Шурăмпуç» халăх фольклор коллективĕ, «Ямаш» ансамбль (Çĕрпÿ районĕ), чăваш эстрада çăлтăрĕсем Алексей Московский, Полина Борисова, Нефрит тата ыттисем те савăк юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

Спорта кăмăллакансем футболла выляса, велосипедпа ярăнса, шывра ишсе, ирĕклĕ майпа кĕрешсе ăмăртнă. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысланă. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе чемпион ятне Петр Игнатьев тивĕçнĕ.

Уявра кашни ратне хăна çурчĕсем йĕркелени те хăйне евĕр курăмлă пулнă. Çемьесем техĕмлĕ тутлă апат-çимĕç хатĕр-леме те ÿркенмен. Вĕсем пулă яшки, шÿрпе, чашлама пĕçернĕ.

Тукай ял поселенийĕн администрацийĕпе «Рассвет» хуçалăх правленийĕ уява çÿллĕ шайра йĕркелеме спонсорла пулăшу кÿнĕшĕн Геннадий Шурбинпа Сергей Никитина чĕререн тав тăваççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика