Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки шăнкăрав янăрарĕ

29 мая 2013 г.

Республикăри шкулсенче нумай çул каяллах йăлана кĕнĕ «Юлашки шăнкăрав» уяв иртрĕ. Паллах, шкул пĕтерекен çамрăксемшĕн чуна хумхантаракан, вун пĕрмĕшсемшĕн вара шăнкăрав юлашки хут хăш кун янăрани пĕлтерĕшлĕ те мар пулĕ. Чи кирли — вĕсем çак кун хăйсем ачалăхпа сыв пуллашса çитĕннĕ çынсен йышне кĕнине туйса илни.

Кăçал Чăваш Енре вун пĕрмĕш класран 7,5 пин ытла, тăххăрмĕш класран 11,5 пин ытла çамрăк вĕренсе тухрĕ.

Чылайăшĕ пулас кăмăлĕсене палăртса хунă та ĕнтĕ. Тăххăрмĕшсен пĕр пайĕ тăван шкултах малалла пĕлÿ илĕ. Хăшĕ-пĕри училище-колледжа çул тытĕ. Вăтам шкул аттестатне илнисем те аслă шкулсемпе колледжсенче специальноç илме пултараççĕ. Хальлĕхе вара вĕсен шкулта пухнă пĕлĕве тĕрĕслевре кăтартса памалла.

Майăн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче те, районти ытти шкулсенчи пекех, юлашки шăнкăрав уявĕ иртнĕ. Шкул директорĕ А.С.Борисов, 11-мĕш класăн ертÿçи С.С.Ларионова, район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Ю.Н.Митюков, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Н.Афанасьева, выпускниксен пĕрремĕш учителĕсем Р.М.Басниковăпа Л.Е. Сенатова шкул саккипе сыв пуллашакансене ăнăçу, телей суннă, çак 11 çул хушшинче пухнă пĕлÿпе вĕсем пурнăçра тĕрĕс усă курасса шаннине пĕлтернĕ. Пĕрремĕш класс ачисем те выпускниксене саламланă, тепĕр 10 çултан вĕсем пекех маттур та пултаруллă пулма шантарнă.

Кăçал шкул пĕтерекенсем хăйсен учителĕсене чĕререн тав тунă. Вĕсен пурнăçĕнчи пĕр тапхăр вĕçленнине систерсе юлашки шăнкăрав янăранă.

Майăн 27-мĕшĕнче вун пĕрмĕш классен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ вырăс чĕлхипе пулчĕ. Юлашки — çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче, математикăпа. Тăххăрмĕшсен вара Патшалăхăн пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче математикăпа иртрĕ.

Иртнĕ тунти кун районти 205 ытла вĕренекен те Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытрĕ. Çавăн чухлĕ ача июнь уйăхĕнче математикăпа та пĕлĕвĕсене тĕрĕслĕ. Вĕсенчен пĕри — иртнĕ çулсенче вăтам шкул пĕтернĕскер.

Кăçал 56-ăн — физикăпа, химипе —19, информатикăпа (ИКТ) — 2, биологипе — 39, историпе — 36, географипе — 4, акăлчан чĕлхипе —10, вырăс литературипе 15 ача экзаменсем парĕç. Районти шкулсенче вĕренекенсенчен 123-шĕ вара обществознанипе пĕлĕвĕсене кăтартма кăмăл тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика