29 мая 2013 г.
Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан хурт-хăмăр ăсти А.П.Степанов кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ районти утарçăсен тата ялсенчи хурт-хăмăрçăсен канашлăвĕнче вĕсен тепĕр семинарне вăрманти хăйĕн утарĕнче ирттерме йыхравланăччĕ. Унăн сĕнĕвне пурте хапăл тусах йышăннăччĕ. Алексей Петровичăн утарĕнче паян 100 ытла хурт çемйи шутланать. Иртнĕ çул çак пултаруллă лара-тăра пĕлмен хурт-хăмăр ăсти çанталăк условийĕсем чăрмавлă пулсан та çур тоннăна яхăн пыл юхтарса илнĕ.
Палăртни, А.Степановăн сĕнĕвĕ майăн 23-мĕшĕнче пурнăçа кĕчĕ. Ял тăрăхĕсенчи хурт-хăмăрçăсем палăртнă вăхăта Анат Тимĕрчкасси ялне çитрĕç.
Семинара район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ И.Х.Миннетуллин уçрĕ. Вăл хурт-хăмăрçăсене уй-хирти ĕçсемпе, ял хуçалăхĕнчи, районти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. «Хурт-хăмăр ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăрни кирлех, мĕншĕн тесен уй-хир культурисен тухăçне ÿстерессинче пыл хурчĕ пысăк вырăн йышăнать»,— терĕ Илдус Хадзятович.
Вăл утар хуçине сăмах пачĕ. Алексей Петрович кулленхи ĕçе мĕнле йĕркелесе пыни çинчен каласа пачĕ. Пиллĕкмĕш çул ĕçлет вăл çак утарпа.
Хуртсене пыл пуçтарма лайăхрах условисем туса парас тесе те вăй хурать — вăрман çумĕнчи лаптăкра фацели акать, вăрлăхне те хăех туса илет. Ĕçри чăрмавсем пирки те чарăнса тăчĕ утарçă. Хăнасем ыйту та сахал мар пачĕç. Кашнин çине тулли хурав пама тăрăшрĕ Алексей Петрович.
Канашлăва республикăри хурт-хăмăр агентствин генеральнăй директорĕ Г.А.Максимов та килнĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче ытларах хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçри çĕнĕ технологисем çинче чарăнса тăчĕ. Калаçнă май семинара килнисен ыйтăвĕсем çине те хуравласа пычĕ. Хăнасене лайăх кĕтсе илес тата семинар-канашлу тивĕçлĕ шайра ирттĕр тесе нумай тăрăшнă утар хуçине ăвăс юхтармалли хатĕр тата хурт амисем парнелерĕ.
Канашлу ĕçне Йĕпреç вăрман хуçалăхĕн директорĕн çумĕ А.Д.Байнякшин та хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл вăрмансенче вырнаçнă утарсен паспорчĕ пулмалли пирки асăнчĕ. Çак ĕçе кăçалхи июнĕн 1-мĕ-шĕччен вĕçлемеллине каласа хăварчĕ.
Хурт-хăмăр ĕрчетессинчи паха тĕслĕхпе паллашма Патăрьелпе Елчĕк районĕсен представителĕсем те (хурт-хăмăрпа ĕçлекен зоотехниксем) килнĕ. Вĕсем вырăна тухса ирттернĕ çакăн пек канашлу пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. «Хăв куçупа курни мĕне тăрать»,— терĕç.
Калаçнипе кăна мар, утарçăсем, хурт-хăмăр ăстисем вĕллесенчи хуртсемпе те ĕçлерĕç, кирлĕ çĕре амасем ячĕç тата утарти ытти ĕçсене те турĕç.
Хурт-хăмăрçăсем семинар-канашлăва хатĕрлекенсене пысăк тав сăмахĕ каласа утартан тулли кăмăлпа кайрĕç. Йышлăн килнĕ вĕсем, 80 çын ытла. Паха тĕслĕхпе паллашни, ытти хурт-хăмăрçăсем мĕнлерех ĕçленине пĕлни, унпа хăвăн ĕçÿнте усă курни утарсен пурнăçĕнче ÿсĕм кÿретех вĕт. Унăн ĕçне И.Х.Миннетуллин кĕске сăмах каласа, семинара хутшăнма кăмăл тунисене тав туса вĕçлерĕ.
Районти хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен зоотехникăн М.Г.Пильщикован, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн аслă зоотехникĕн К.Г.Гимальдиновăн та çак мероприятие тивĕçлĕ шайра, тухăçлă, усăллă ирттерес тесе тăрăшнă тÿпи пысăк тесех палăртмалла.
В.ГАВРИЛОВ.