Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 30 çул юратнă ĕçĕнче

18 мая 2013 г.

Ял хуçалăх производство кооперативĕ ÿсĕмсем туни, кашни ĕçе ăнăçлăн парăнтарни унта вăй хуракансенчен чылай килет. Кашниех тивĕçĕсене туллин пурнăçлама, хăйне шанса панă ĕçе тĕплĕн тума тăрăшсан, паллах, çитĕнÿсем пулаççех.

Пур енĕпе те аван кăтартусемпе палăракан «Рассвет» ЯХПКнах илер. Хуçалăхăн ÿсĕмĕсен вăрттăнлăхĕ — унта вăй хуракансем тăрăшуллă та ĕçчен пулнинче. Вĕсенчен пĕри — Николай Васильевич Скворцов. Вăл 30 çул ĕнтĕ сварщикре ĕçлет.

«Çак профессие алла илес, хамăн пурнăçа унпа çыхăнтарас шухăш салтакра чухне çуралчĕ. Шăп çавăнта тимĕрпе ĕçлеме вĕрентĕм те ĕнтĕ. Салтак аттине хывсан колхозра сварщикре вăй хума пикентĕм», — пĕлтерет Н.Скворцов.

Хуçалăхра сварщик валли ĕç тупăнсах тăрать, пĕр самант та пушă лармасть вăл. Ылтăн алăллăскер, пур ĕçе те тĕплĕ, пахалăхлă тăвать. Тăрăшмасăр ÿсĕм тума çуккине лайăх пĕлет, çавăнпа та коллективри çамрăксене те кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлама вĕрентет.

«Хамăн професси питĕ килĕшет. Кăмăла кайман пулсан çакăн чухлĕ ĕçлемен те пулăттăм. Коллектив туслă пулни, йывăр ыйтусене яланах пĕрле канашласа татса пани, пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чухне тата та хастартарах ĕçлес килет», — тет тăрăшуллă сварщик.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика