Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхаланса ĕçлеççĕ

20 апреля 2013 г.

Ял хуçалăхĕнче тăрăшуллă çынсем ĕçлени палăртнине вăхăтра пурнăçлама май парать. Механизаторсемпе водительсем паянхи кун çур акине пахалăхлă ирттерес тесе тимлеççĕ. Кам тракторне пăхса ярать, тепри культиваторсемпе сеялкăсем патĕнче аппаланать. Хуçалăхра кашни кунпа туллин усă курмалла. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлани темрен паха-çке. Çĕр пиçсе çитсен акана тухмалла, тĕрлĕ культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантармалла.

«Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче паян хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Тĕп инженер Алексей Георгиевич Курицын машинăпа трактор паркĕнчи ĕçпе куллен паллашать: техника юсавлă-и, рейса тухма хатĕр-и? Юсав ĕçĕсене пурнăçлама складра саппас пайсем çителĕклĕ-и?

Алексей Георгиевич хуçалăхра 1997 çултанпах тăрăшать. Çавăнпа та хăш вăхăтра мĕнле ĕç пурнăçламаллине, техникăна епле хатĕрлемеллине лайăх пĕлет. Куллен механизаторсемпе, водительсемпе пĕрле сÿтсе явмалли, канашламалли, ĕçсене палăртмалли те чылай.

Алексей Николаевич Хурасев тракторист 1979 çултанпах хуçалăхра ДТ-75 тракторпа тăрăшать. Уй-хирте çĕр хатĕрлет, ака-суха ĕçĕсене хутшăнать. «Шаннă ĕçе вăл вăхăтра пурнăçлать. Унăн техники те яланах юсавлă», — тет тĕп инженер А.Хурасев пирки.

Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ те ĕнтĕ «Рассветра».

А.МАРИЯН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика