13 апреля 2013 г.
Ял хуçалaх предприятийeсен ертÿçисен паянхи кун чылай ыйту тавра пуç ватма тивет. Çур аки çывхарса пынине кура техникaна йeркене кeртмелле, вaрлaх хатeрлемелле, удобрени кÿрсе килмелле, çунтармалли-сeрмелли япаласене туянмалла тата ытти те. Алa усса ларнипе нимeн те пулмасть, çавaнпах eнтe хуçалaхсенче акана тухма чылай малтан хатeрленме пикенеççe. Лару-тaрупа вырaнта паллашма «Луч» ЯХПКна çитсе килтeмeр.
Хуçалaхaн машинaпа техника паркeнче eçсем аван пыраççe. Апрелeн 5-мeшeнче мeнпур техникaна патшалaх тeрeслевe витeр кaларнa. Комисси членeсем трактор-машинaсемпе агрегатсене тeрeсленe хыççaн вeсем хире тухма хатeррине палaртнa. Кaçал «Лучсен» акана тухакан сеялкaсен шучe ÿснe. Нумаях пулмасть çеç кÿрсе килнe çeнe хатeрeн пайeсене пуçтарнa eнтe, вaл eçе пикенме хатeр. Çывaх вaхaтрах вара тепeр дискатор илсе килeç. «Кaçал пирeн çур акине 9 техника тухать. Çунтармалли-сeрмелли япаласем çителeклe. Трактористсем енчен çитменлeх çук, çавaнпа хире вaхaтра тухасси иккeленÿсем çуратмасть», — паллаштарчe лару-тaрупа тeп агроном Анатолий Семенов. Сaмах май, вaл икe çул çеç çак eçре тaрaшать-ха, апла пулин те çамрaк специалист хaйeн тивeçeсене туллин пурнaçлама тaрaшать.
Хуçалaхра кeрхи тырaсене 100 гектар çинче акса хaварнa. Вeсем лайaх хeл каçнa, çанталaк кeтмен парнесем тумасан тухaç аван пуласса шанма пулать. Çуркунне вара 750 гектар тeш-тырa акма, 50 гектар çeр улми лартма палaртнa. Май пулсан, каярахпа «иккeмeш çaкaрaн» лаптaкне ÿстерме те хирeç мар «Лучсем».
Вaрлaх пирки вара çакна каласа хaварма пулать: акас тeллевпе хатeрлесе хуни 100 проценчeпех кондициллe. Унсaр пуçне хуçалaх Çeрпÿ районeнчен «Московская-35» элита тулa вaрлaхe илсе килнe.
Удобрени турттарса килессипе eçсем пeтмен-ха. Тeрлe лаптaксене пурe 45 тонна хывма планланa. Хальлeхе çак калaпaшaн çуррине хатeрленe. Ку енeпе eçсем малалла пыраççe.
«Тaрaшатпaр, çитeнÿсем тума aнтaлатпaр. Çур аки вaхaтра тата йывaрлaхсемсeр иртессе шанас килет», — пeтeмлетрe Анатолий Васильевич.
Источник: "Каçал Ен"