Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан ÿсĕм пулатех

13 апреля 2013 г.

Хресчен кашни кунпа туллин усa курса пурaнма вeреннe. Eçе вaхaтра пурнaçланине мeн çиттeр; Акa, районти ял хуçалaх предприятийeсемпе фермер хуçалaхeсенче, колхозсенче тaрaшсах çур акине хатeрленеççe. Кустaрмаллa тата гусеницaллa тракторсене, автомашинaсене, сеялкaсене, культиваторсене юсаççe, сaрласа çeнетеççe.

Çур акине мeнлерех хатeрленнипе паллашас тесе «Рассвет» ял хуçалaх кооперативeнче пултaмaр. Тукайсем çур акине паян-ыран тухма хатeр тесен те юрать. Кунта eç-пуç вeресе тaрать. Гараж алaкeсем уça, кашни eçчен хaйне шанса панa техника патeнче тaрaшать, хатeрленÿ кал-кал пырать.

— Уя тухиччен пeтeм техникaна тeрeслев витeр кaларатпaр. Çавна май пур юсав eçeсене кaрлач уйaхeнчех пуçланa. Тракторсене, автомашинaсене, прицепсемпе тележкaсене, сеялкaсемпе культиваторсене çитес кунсенче çур акине тухма хатeрлесе çитеретпeр, — тет тeп инженер Алексей Курицын. Хуçалaхра чылай çул тaрaшаканскер, унти техникaна пилeк пÿрнине пeлнe пек пeлет вaл.

Ура çинче çирeп тaракан хуçалaхра eç кал-кал пырать çав. Палaртнине вaхaтра пурнaçлас тесе ир пуçласа каçченех тракторпа машина паркeнче механизаторсемпе водительсем, слесарь, токарь eç вырaнeнче тaрaшаççe. В.А.Соловьев, А.З.Никифоров, Н.А.Шурин, В.Н.Наумов, В.Г.Моторин водительсем, В.А.Портнов, А.Г.Хурасев, В.П.Коноплев, Г.П.Васильев, М.А.Муллин, С.П.Пыркин, трактористсем техникaна юсассине вeçлеççe, прицепсемпе тележкaсене сaрлаççe, Н.В. Скворцов сварка eçeсене пурнaçлать.

— Тeп тeллев — тухaçлa тыр пул, çeр улми çитeнтересси. Çур акине вaхaтра, пахалaхлa пурнaçлас тесе тaрaшатпaр. Кирлe чухлe удобрени, çунтармалли-сeрмелли материал, çурхи туллaн «Эльф» супер элита, «Московская-75» элита вaрлaхeсене туяннa. Çур аки валли 1415 центнер кондициллe вaрлaх хатeрленe. Кaçал çeр улмин «Рокко» сортне 20 тонна туяннa, aна çитес вaхaтра Голландирен кÿрсе килмелле. Пeлтeр «иккeмeш çaкaр» япaх мар тухaçпа савaнтарнaран, кaçал та эпир aна 100 гектар çинче çитeнтересшeн. Хамaр хатeрлесе хaварнa çeр улми вaрлaхне суйламалла. Хуçалaхра eçченсем чaннипех тaрaшуллa пулни eçсене пахалaхлa пурнaçлама май парать. Анчах та çамрaк специалистсем яла таврaнманни пaшaрхантарать. Механизаторсем пулсан аванччe те, — тет хуçалaх ертÿçи Вячеслав Анатольевич Никифоров, eçe-хeлeпе паллаштарнa май.

Иртнe çулхи кaтартусене, хaш культура мeнлерех тухaç пама пултарнине шута илсе акмалли, лартмалли çeр лаптaкeсене палaртнa. Хуçалaхра кaçал 432 гектар тeш-тырa, 277 гектар нумай çул ÿсекен курaк, 24 гектар кукуруза, 10 гектар выльaх кaшманe акма, 100 гектар çeр улми лартма хатeрленеççe.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика