Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ çурчĕн сăн-сăпачĕ çĕнелет

08 августа 2012 г.

шутланать. Шел пулин те, 20—30 çул каялла çĕклесе лартнă шкул çурчĕсем самаях кивелме ĕлкĕрнĕ, çÿлерех асăннă условисене туллин тивĕçтерме пултараймаççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн районти пĕтĕм шкулта тенĕ пекех юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ 1984 çулта хута кайнă. Вăтăра яхăн çул хушшинче чÿречесем кăшкарĕ-мĕнĕпех çĕрĕшнĕ, ăшă тытма пăрахнă. Электропроводсене улăштарма та тахçанах вăхăт çитнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ тупас тесе шкул дирекцийĕ Тукай ял поселенийĕпе пĕрле конкурса документсем тăратнă. Мĕн тетĕр, комплекслă юсав ĕçĕсем тумалли программăпа 3519000 тенкĕ выляса илнĕ. Çак сумма чÿречесен 90 процентне пластиклисемпе улăштарма, электропралуксене çĕнĕрен карма, электрооборудованипе светильниксене вырнаçтарма çитнĕ. Ĕçсене Шупашкарти «Арка» (директорĕ —Ф.Ф.Шарафутдинов) тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем кĕске хушăрах пурнăçланă. Отпускран тухакан учительсен те тÿрех кÿлĕнме тивнĕ — кабинетсенчи чÿречесен айккисене штукатурка туса якатмалла, тасатса тирпейлемелле, стенасене сăрламалла-çке.

Эпĕ çитнĕ чухне темиçе кабинетра учительсем тăрăшсах ĕçлетчĕç. Техникла рабочисем те кунтах. Шкул директорĕн Альберт Борисовăн та пĕр канăç çук çак тапхăрта. Районти вĕренÿ пайĕ çумĕнчи ятарлă комисси киличчен пĕтĕмпех хатĕр тăвас тесен ĕçе хăй еккипе яма çук-çке. Ку пĕлÿ çуртĕнче 5 çул директорта тăрăшать Альберт Соломонович, маларах вара Тукайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективне ертсе пынă. Учрежденин техникăпа пурлăх никĕсне çирĕплетес тесе чылай тăрăшма тивет.

— Кăçал çак конкурса хутшăнса виçĕ миллион тенкĕ ытла укçана тивĕçни пирĕншĕн пысăк ăнăçу тесе шутлатăп. Урăхла майпа çурта сăн кĕртме укçа уйăрсах каймаççĕ. Килес çул столовăйне юсамалла, унта çĕнĕ оборудовани лартсан аван пулмалла. Татах çакнашкал конкурссене хутшăнас тĕллевпе пурăнатпăр, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне А.С.Борисов.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 160 вĕренекен парта хушшине ларĕ. Вĕсенчен 12-шĕ — пĕрремĕш хут. Пилĕк ялти ачасем ăс пухаççĕ кунта. Кÿршĕ ялсенчен çÿрекенсене вара шкул автобусĕ турттарать. Кăçал çĕнĕ автобус тивĕçнĕ вĕсене, малтанхине вара Асанкассисене панă.

Çак шкул сакки çинчен аннă выпускниксен 60—70 проценчĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем пулса тăраççĕ. Нумайăшĕ бюджетлă вырăнсене кĕреççĕ. Ачисем тÿлевсĕр ăс пухни ашшĕ-амăшĕшĕн чăннипех пысăк çăмăллăх ĕнтĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика