Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕнче савăнчĕç

11 июля 2012 г.

Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ял çыннисемшĕн те юратнă уяв пулса тăчĕ вăл. Ара, кунта ентешсене курса калаçма, юрă-ташăра савăнма, концерт, ал ĕç выставкисене те пăхса киленме пулать-çке.

Кăçалхи ял кунне Тимĕрчкассисем июлĕн 7-мĕшĕнче пуçтарăнчĕç. Уяв иртекен вырăна çитсе кĕрсен вара музее лекнĕн туйăнчĕ. Кунта иртнĕ ĕмĕрти чăваш ялне сăнлакан япаласем вырнаçтарнă. Кил-тĕрĕшре, уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă чухне усă курнă япаласем те упранса юлнă. Ял çыннисем сĕм авалтан килекен йăласене кăтартса пачĕç. Ик аркăллă чăваш кĕписем, тухья тăхăннă хĕрсем çависене туптаттарса шкул пахчинче утă çулни питĕ илемлĕ пулчĕ. Каччăсем вăйăра мăшăр тума хĕр суйларĕç, вĕсене лапама вырнаçтарнă чуччу çинче ярăнтарчĕç. Паллах, хĕр туприпе те кăсăкланчĕç, тĕртнĕ пир тĕркисемпе, тĕрĕсемпе тулнă арчасене пахаларĕç.

Уяв программине Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева тата Çĕнĕ Мăратри культура çурчĕн директорĕ Любовь Павлова ертсе пычĕç. Сцена çине художество пултарулăх коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Куракансем уйрăмах Тăвай районĕнчи Тушкилти культура çурчĕ çумĕнчи «Сурпан» фольклор ушкăнĕн, Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнчи «Эревет» халăх фольклор ансамблĕн юрри-ташшине кăмăлласа пăхрĕç. Çĕнĕ Мăратри «Шурăмпуç» халăх фольклор ансамблĕ, Анат Тимĕрчкассинчи «Шÿлкеме» ушкăн, ачасен районти искусство шкулĕн воспитанникĕсем ял çыннисене савăк кăмăл парнелерĕç.

Уява йĕркеленĕ çĕрте тăрăшса ĕçленĕ ял çыннисене, хăйсен хушма хуçалăхĕсене тирпейлĕ тытакансене, палисадниксенче илемлĕ чечексем ÿстерекенсене Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.П.Андреева Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, унăн çумĕ — ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçи Александр Капитонов, «Луч» ЯХПК председателĕ Николай Иванов ял-йыша ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунчĕç, хастар ĕçшĕн тав турĕç.

Çамрăксем, спорта кăмăллакансем тĕрлĕ вăйăсенче вăйĕсене виçме пултарчĕç. Каçхине вара пурте концерт курса савăнчĕç. «Асамат» эстрада ушкăнĕ, Ольга Лукова юрăç (Анат Тимĕрчкасси хĕрĕ) илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, шÿт-кулă парнелерĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика