Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕ унăн тĕкĕрĕ пулмалла

07 июля 2012 г.

Юлашки çулсенче чăвашсем ял уявĕсем ирттерме пуçларĕç. Çак йăла ĕлĕк-авал пулман. Ытларах пирĕн несĕлĕмĕрсем Акатуй йĕркеленĕ. Хăш-пĕр тăрăхра халĕ ял уявне Аслă Питравпа çыхăнтараççĕ. Ку праçнике чăвашсем православи тĕнне йышăннă хыççăн Петĕрпе Павăл таса апостолсене асăнса паллă тума пуçланă. Маларах вĕсем çак вăхăтра Çинçе уявне пухăннă тесе шухăшлаççĕ тĕпчевçĕсем.

Шăпах ун чухне тыр-пула акса пĕтернĕ хыççăн канлĕ вăхăт 2-3 эрнене тăсăлнă. Çĕр чавма, çĕр ĕç тума юраман. Хĕрлĕ е чапăр тум тăхăнман. Вăхăт иртнĕçемĕн чăвашсен пурнăçне чиркÿ йĕрки кĕрсен Питрав умĕнхи каç мунча хутнă. Уявра така пуснă. Каç енне сулăнсан тăвансем тĕп киле пухăннă. Çамрăксем вăйă картине пуçтарăннă. Çак йăла республикăмăрăн хăш-пĕр кĕтесĕнче паян та сыхланса юлнă пулин те унăн авалхи йăлисене пур çĕрте те пăхăнмаççĕ.

Çапах акă мĕн савăнтарать: пур-ха Чăваш Енре çавăн пек ялсем. Уявра чăваш тумĕ тăхăннă халăх ятарлă вырăна пухăнса чăн чăвашла юрлать-ташлать, савăнать. Аслашшĕ-асламăшĕн­чен, кукашшĕ-кукамăшĕнчен вĕренсе юлнă йăла-йĕркене ирттерет, вăйă картине тăрать, шурă çи-пуç тăхăнса утă çулма тухать. Ку çеç те мар. Çакна йĕркелеме, паллах, ятарласа тавра пĕлÿçĕсене чĕнсе илеççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче Ратне уявне ирттернĕ. Çак кун Тукай аваллăха таврăннă тейĕн. Хĕвеллĕ лапамра халăх юрри-кĕвви янăранă, пĕчĕккисен савăнăçлă сасси илтĕннĕ. Эдуард Бахмисов тавра пĕлÿçĕ хатĕрленĕ сценарипе ялти кашни ратне /вĕсем 23/ валли ÿхĕ лартма вырăн уйăрнă, унта вара хăйсен йăхĕпе çыхăннă, халĕччен сыхланса юлнă ĕлĕкхи япаласене, чăваш халăх апат-çимĕçне вырнаçтарнă. Унсăр пуçне пурте виçшер номер хатĕрленĕ.

- Праçнике аякран килнĕ хăнасене кашни ратнех уяв кĕрекине йыхравларĕ. Ак тамаша! Пĕрин патне пыратпăр, теприн патне - ÿхĕри сăпкасенче пукане мар, чăн-чăн ачасем выртаççĕ иккен. Макăрмаççĕ тата хăйсем, йăл-йăл кулаççĕ, - тĕлĕнтерчĕ Эдуард Константинович.

Тукай ялне 1625 çулта никĕсленĕ. Ун чухне вăл тăрăхра вăрман кашланă. Вăхăт иртнĕçемĕн халăх йывăç кăкласа тыр-пул туса илме пуçланă. Паян ялта 614 çын пурăнать.

- Ку тăрăхра ĕлĕк 100 платник таран пулнă тет. Каскалама пĕлекен халĕ те чылай. Вĕсем хăйсем ăсталанă пысăк, аякран курăнмалла юпине ял пуçласа яракансене асăнса лартрĕç. Православие ĕненекенсенчен хăшĕ-пĕри çакна сивлеме пăхрĕ. Çак йăла Христос тĕнне хирĕçлемест. Уявра кашни йăх хăйсен маларах ăсталанă юписене вырнаçтарчĕç. Ун çине хушамачĕсене çырнă. Праçнике ял çыннисем хастар хутшăнчĕç.

- Паян нумай çĕрте ял уявĕ иртет, - сăмахне малалла тăсать Эдуард Константинович. - Шел, ытларах чухне праçник хыççăн çÿп-çапсăр пуçне нимĕн те юлмасть. Çавăнпа та кашни тăрăхăн ял уявĕ валли ятарлă вырăн кирлĕ. Ют çĕртен килекенсем курса тĕлĕнччĕр. Ял туризмĕ хăй тĕллĕн аталанаймасть. Халăхăн çакна хăйĕн туйса илмелле те ĕçе пикенмелле. Тукайра ку тĕлĕшпе эпир шухăшланинчен 30 процентне çеç туса ĕл­кĕр­тĕмĕр. Ял 390 çул тултарнă тĕле палăртнине йăлтах пурнăçа кĕртме тăрăшăпăр. Пĕр вăрттăнлăхне пĕлтерем-ха: ĕлĕк чăваш çемйи хăйĕн пуянлăхне нÿхрепре усранă. Хĕл каçмалăх хатĕр­ленĕ апат-çимĕçĕ унта пулнă-çке пирĕн несĕлсен. Тепрехинче çакна та кăтартса пама тăрăшăпăр.

Тукай ял уявне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева тата ыттисем те хутшăннă. Кунта спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, каç сĕмĕ çапсан чăваш эстрада юрăçисем концерт кăтартнă.

Çакăн йышши уява кашни ял çулсеренех йĕркелеймест пулин те, манăн шухăшăмпа, ăна пĕр хутчен те пулин ирттермеллех. Çакă, паллах, ял халăхне пĕр-пĕринпе çывăхланма пулăшать, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама вĕрентет. Хамăрăн йăла-йĕркене сыхласа хăварма, ял культурин шайне ÿстерме май парать. Ку çеç те мар, ял таврашĕ те самай тирпейленет, илемленет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика