Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тукай ялĕнчи чаплă уяв

04 июля 2012 г.

Тукай ялĕ 1625 çулта пуçланса кайнă. Çав çулхине Çĕрпÿ районĕнчи Мăн Тукайран темиçе çемье вăрманлă вырăна куçса килнĕ. Паянхи кун кунта 614 çын пурăнать.

Июнĕн 30-мĕшĕнче Тукай ялĕн уявне çитсен хама иртнĕ ĕмĕрти чăваш ялне лекнĕнех туйса илтĕм. Ял поселенийĕн администраци çумĕнчи паркра 23 ратнен «çурчĕ» вырнаçса тухнă. Вĕсене тĕрĕ-эрешсемпе, чечек-йывăçсемпе илемлетнĕ. Кил-тĕрĕшре ĕлĕк усă курнă савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем те питĕ аван вырăн тупнă. Хуп сăпка, ал арманĕ, тимĕрçĕ сунталĕ, тырă али — хресчен килĕнче чи кирлĕ япаласем пулнă-çке. Тĕркемĕ-тĕркемĕпе тĕртнĕ пир тăрăхĕсем те арчасенче паянхи кунчченех тирпейлĕ упраннă. Паркри «ялăн» уй хапхи те, тăрналлă тараси те пур. Кашни шалаш патĕнчех хуранпа какай шÿрпи вĕрерĕ, сĕтел çинче — тутлă апат-çимĕç.

«Иртнисĕр малашлăх çук», теççĕ. Тăван халăхăн историне пĕлмен, йăли-йĕркине, культурине хисеплемен йăхăн пуласлăхĕ те тĕтреллĕ. Тукайсем вара хăйсен йăхне-ятне пĕлмен ивансем пулман, пуласшăн та мар, çавăнпах кăçалхи ял уявĕ çĕнĕ сценарипе, халичченхинчен анлăрах, пуянрах программăпа уйрăлса тăчĕ. Паллах, курма килнисем те йышлă пулчĕç. Кунта пурăнакансем пурте куçса тухнă тейĕн, кÿршĕллĕ ялсенчен, райцентртан та, хуласенчен те йышлăн килнĕ.

Уяв чăваш тумне тăхăннă ял çыннисем йывăç хапхаран килсе кĕнипе уçăлчĕ. Сирăпа Николай Матросовсем, ялти аслă та хисеплĕ мăшăр, ял кунне пуçлама, йĕркеллĕ ирттерме пил пачĕç. Вăйпитти ар çынсем парк варрине Тукай пуçланса кайнă çула кăтартакан тĕп юпана чавса лартрĕç. «Тукай ялĕ пулнă, пур, пулать!!!» харăссăн янратрĕç вĕсем таврана мăнаçлăн. Ун йĕри-тавра вара ратнесен юписем вырăн тупрĕç. Кĕвентепе мăшăр витре йăтнă хĕрсем, яшсем çамрăк хунавсем лартни уйрăмах символла пулчĕ. Кун хыççăн ял çыннисемпе хăнасем вăйă картине тăчĕç. Çак ĕçсем пĕтĕмпех Э.К.Бахмисов краевед çырнă сценарипе пĕрин хыççăн тепри пулса пычĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, «Рассвет» ЯХПК председателĕ В.А.Никифоров, РФ Пенси фон-чĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов, Г.А.Уткин çыравçă тата журналист ял çыннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Коллективлă хуçалăхра малта пыракансене, асăннă мероприятие хатĕрленсе ирттерме хастар хутшăннă çынсене Хисеп хучĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Уйрăмах хĕрÿллĕ тав сăмахне ял кунне йĕркелеме спонсорла пысăк пулăшу панă Г.В.Шурбин тивĕçрĕ.

Спорт вăййисенче те вăй виçрĕç çав кун ял çыннисем. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе Евгений Хурасев çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Суту-илÿ питĕ чĕррĕн пычĕ. Кăнтăрла ратнесен юрри-ташшине, каçхине вара эстрада юрăçисен концертне курса савăнчĕç ял çыннисем.

Ял праçникĕ курма килнисене те, тукайсене хăйсене те питĕ кăмăлне кайнине илтме тÿр килчĕ. Кану паркĕнчи илеме тума ял-йышăн нумай вăй хума тивнĕ, халь вара çак ĕç çине пăхса савăнмалли, уçă вырăнта вырнаçнă этнографи палăкĕсене упраса, аталантарса пымалли çеç юлать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика