Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклă парнепе чысларĕç

05 мая 2012 г.

Тукай ялĕнче паянхи кун 590 çын пурăнать. Вĕсенчен 15 çула çитичченхисем — 127-ĕн, пенси çулĕсенчисем — 120-ĕн, 16 çултан пуçласа пенси ÿсĕмĕчченхисем — 343-ĕн. 179 хуçалăхра çынсем пурăнаççĕ, 30-шĕ — пушă.

Çак лăпкă ялта кăçал мартăн 23-мĕшĕнче йывăр категориллĕ преступлени тунă: Казаковсен хуçалăхне кĕрсе çуртĕнчен ылтăн хăлха çакки, çĕрĕ тата ытти те — пурĕ 24 пин те 500 тенкĕлĕх — вăрланă.

Ĕç-пуç ирхине 10 сехетсенче пулса иртнĕ. Кил хуçи хăйсене çаратнине асăрхасан мăшăрне пĕлтерме (кил хуçи хĕрарăмĕ «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн путвалĕнче çĕр улми суйланă) васканă. Шалти ĕçсен пайне çак факта пĕлтериччен 40 минут та иртсе кайнă, преступлени çулĕ çине тăнă çынсем тарса ÿкнĕ.

Асăннă преступление уçса пама Тукай ялĕнче пурăнакан 37 çулти хĕрарăм пулăшнă. Вăл çав кунхине ют — 73 регионăн — автомашина номерĕсене ас туса юлман пулсан паянхи куна ку преступлени уçса панисен шутне кĕреймĕччĕ те пулĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн полици начальникĕ Алексей Ефремов Тукай ял поселенийĕн актовăй залĕнче апрелĕн 26-мĕшĕнче тавçăруллă, сыхă хĕрарăма хаклă парнепе чысларĕ. «Сирĕн пек граждансем ытларах пулсан, тен, «тĕттĕм» преступленисем пачах та пулмĕччĕç»,— терĕ Алексей Геннадьевич ăна тав туса.

Савăнăçлă мероприятире çавăн пекех Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Роза Афанасьева та сăмах каларĕ, малашне те полици ĕçченĕсене халăхпа тачă çыхăну тытма ăнăçусем сунчĕ.

Ульяновск облаçĕнчен килсе Казаковсен хуçалăхĕнчен пурлăх вăрланă чикан ар çынни маларах, февраль уйăхĕнче, Дубовкăри пĕр килтен 11 пин тенке яхăн вăрласа сăтăр тунă.

Халĕ следстви пырать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика