Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Талантсăр мар Каçал таврашĕ!»

21 апреля 2012 г.

— тесе кăмăлтан калас килет апрелĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта «Кĕтне» ентешлĕхĕн черетлĕ уявĕнче пулса курнă хыççăн. Çав кун Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменне Комсомольски районĕ куçса пынă тейĕн. Район ертÿçисем, хамăр тăрăхри тĕрлĕ ялсенче, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакан ентешсем, ытти районсем те пуçтарăннă. Епле пымăн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн, пирĕн чаплă ентешĕмĕрĕн, Анат Тимĕрчкасси пикин Ольга Лукован пултарулăх каçĕ пулчĕ-çке тата вăл кун. Уява «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ, «Слава картофелю» агрофирмăн директорсен Совечĕн ертÿçи Александр Капитонов уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев та праçник ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕ.

Концерт программине Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ «Çуркунне» сюитăпа уçрĕ. Сцена çине тĕп хуламăрти паллă артистсемпе пĕрлех хамăр районти юрă-ташă ăстисем те тухрĕç. Ольга Владимировна вара пирваях пурте пĕлекен, юратса итлекен «Пурнăç тытăмĕ — анне» юрăпа куракансен чун хĕлĕхĕсене хускатрĕ. Уçă та илемлĕ, хăватлă, çав вăхăтрах çепĕç те ачаш сассишĕн, халăха çывăх юрăсем шăрантарнăшĕн кăмăллаççĕ куракансем Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн солисткине. Унта вăл 1996 çултанпа, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмĕнчен вĕренсе тухнăранпах, ĕçлет. Чăваш юррисемпе пĕрлех вырăс композиторĕсен Г.Пономаренкон, М.Фрадкинăн, И.Костюкăн, Е.Василекăн тата ыттисен произведенийĕсене те янраттарать. Ансамбль йышĕнче пĕрре çеç мар ют çĕр-шывсенче гастрольте пулнă. Чăваш композито-рĕсенчен чылайăшĕ ăна валли ятарласа юрă çыраççĕ. Ольга халĕ пултарулăхăн чи çÿллĕ тÿпинче тесе калама юрать, тĕрлĕ радио тата телекăларăмсене хутшăнать, студисенче дисксем çырать, кăларать. 2009 çулта вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Уяв каçĕнче куракансем кашни юрăçах, ансамблех кăмăллăн йышăнчĕç, алă çупса хавхалантарчĕç, тав турĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Константин Ефремов, Людмилăпа Григорий Федоровсем, Ильдус Шайдуллин, Татьяна Шуряшкина, «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнĕ тата «Каçал» ансамблĕн ар çынсен йышĕ, «Уяв» ансамбль хăйсен пултарулăхĕпе пурне те савăк кăмăл, хавхалану парнелерĕç. Çур акине пикениччен кăмăл-туйăма çĕклентерекен, вăй-хавал хушакан уяв иртрĕ çав кун Шупашкарта. Ентешлĕх çакăнпа район çыннисемпе сыв пуллашмарĕ, тепĕр тĕл пулуччен, Ака туйччен, çеç пурне те сывлăхпа ăнăçу сунса уйрăлчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика