Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейбол турнирĕ иртрĕ

04 апреля 2012 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх пуш уйăхĕнче Çĕнĕ Мăратри вăтам шкулта Чечня вăрçинче пуçне хунă Леня Борисова асăнса волейбол турнирĕ иртет. Кăçал вăл 18-мĕш хут пулчĕ. Ăмăртăва пурĕ 7 команда хутшăнчĕ. Вăйăсем питĕ хĕрÿн иртрĕç. Çивĕч тупăшура Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн спортсменĕсем вăйлăрах пулни курăнчĕ. 2-мĕш вырăнта — Патăрьел районĕнчи Первомайски вăтам шкулĕн спортсменĕсем, 3-мĕш вырăнта — Шурут вăтам шкулĕн ачисем.

Ял çамрăкĕсем хушшинче те çĕнĕмăратсем палăрчĕç. 2-мĕш вырăнта — Тимĕрчкасси çамрăкĕсем, 3-мĕш вырăнта — тăманлăвыçлисем.

Çĕнĕ Мăрат шкул дирекцийĕ тата оргкомитет ăмăрту ирттерме пулăшнă спонсорсене, «Рассвет» тата «Заря» ял хуçалăх кооперативĕсен пуçлăхĕсене В.А. Никифорова, В.А.Макарова, уйрăм предпринимательсене Н.М.Соловьева, З.Н.Истратие, М.А.Киргизова, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхне О.П.Андреевăна, Комсомольскинчи налук инспекцийĕн пуçлăхĕн çумне Г.Н.Филиппова, «Промкерамика» уçă организацин пуçлăхне В.Г.Васильева чĕререн тав тăваççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика