Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ăста алăсем» выставка

31 марта 2012 г.

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче «Строчка» кружока çÿрекен ачасен (руководителĕ О.М.Николаева) ĕçĕсенчен выставка йĕркелерĕмĕр. Кунта ачасем хăйсен аллипе ăсталанă япаласене илсе килнĕ. Вĕтĕ шăрçасенчен хатĕрленĕ эрешсем, çĕленĕ çемçе теттесем, чĕнтĕр йĕппипе çыхнă тата тĕрлĕ тĕслĕ хутран касса кăларнă япаласем куçа илĕртрĕç. Чи кăтартуллă ĕçсен шутне Р.Карасевăпа 5-мĕш класс) С.Павлован (4-мĕш класс) вĕтĕ шăрçасенчен тунă япалисем кĕчĕç: пуç кăшăлĕсем, хăлха çаккисем, сулăсем тата чечек çыххи.

С.Карасевăпа В.Кириллова (6-мĕш класс) чĕнтĕр йĕппипе çыхнă шарфсем, сумка илсе килнĕ. З.Куракова (7-мĕш класс), Н.Илларионова (8-мĕш класс) çемçе теттесем çĕленĕ. Ачасен ăсталăхĕ пурне те тĕлĕнтерчĕ.

Садике çÿрекен ачасем ушкăнпа панно хатĕрленĕ. Вутлан хĕр ачисем салфеткăран хитре чечексем касса кăларнă. 1-мĕш тата 2-мĕш классенче вĕренекенсем тĕслĕ хутсенчен илемлĕ чечексем ăсталаса карçинккана вырнаçтарнă. Никита Бархонов вара 4-мĕш класс хĕрĕсене саламлама открытка хатĕрлесе килнĕ. Чи маттуррисем грамотăсем илме тивĕç пулчĕç.

Выставкăри ал ĕçĕсем куракансене хăйсен илемĕпе тыткăнларĕç. Ахальтен каламан иккен ваттисем: «Ăста алăра ĕç вĕрет».

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика