Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Алло, эпир талантасем шыратпăр» фестиваль

31 марта 2012 г.

Асрах-ха пĕлтĕрхи «Эпир тата телевидени» фестиваль саманчĕсем. Ун чухне те ял халăхĕ ачасен пултарулăхне курса савăннăччĕ. Кăçал вара ачасем «Алло, эпир талантсем шыратпăр» фестивале тăрăшса хатĕрленчĕç: юрă-ташă, тĕрлĕрен сценка, юптару вĕренчĕç.

Фестивале чи кĕçĕннисем, шкул çулне çитмен ачасем, «Будем Родине служить» юрăпа уçрĕç. 2-мĕш класра вĕренекенсем «Любимый папа» юрăпа сцена çине тухсан куракансем нумайччен алă çупрĕç.

С.Павлова «Ăçта-ши, тăвансем?» чăваш халăх юррине юрласа «Халăх йăли-йĕркине упранăшăн» номинацире çĕнтерчĕ.

6-мĕш класри О.Зверева украина халăхĕн тумĕпе тухса шăрантарнă «Ивана Купала» юрра халăх ăшшăн йышăнчĕ.

7-мĕш класри арçын ачасем «Служу России», 8-мĕш класри арçын ачасем класс ертÿçипе Александр Николаевич Николаевпа гитарăпа мушкетерсен юррине юрларĕç.

В.Карасевпа К.Павлов «Упа» юрăпа тунă хусканусем куракансене питĕ килĕшрĕç.

Фестиваль çĕнтерÿçисем 6-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсем «Чебатуха» вырăс халăх ташшине чăн-чăн ăстасем пек ташларĕç, 9-мĕш класс хĕрĕсем те вĕсенчен юлмарĕç, куракансене «Кадриль» ташăпа савăнтарчĕç. 8-мĕш класс хĕрĕсем — хальхи ташă ăстисем.

Кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче К.Мурзаевăпа О.Яковлева «Шурă кăвакарчăн» ташăпа палăрчĕç. Вĕсем лентăсемпе тунă хусканусем çÿл тÿпере вĕçекен кайăксене аса илтерчĕç. 4-мĕш класа çÿрекен Н.Бархонов паллă артистсене (М.Боярские, И.Кобзона, Н.Баскова) сăнларĕ. 3-мĕш класра вĕренекенсем «Стрекоза и муравей» юптарăва хатĕрленĕ, 2-мĕш класра вĕренекенсем — «Наянскер» сценкăна.

9-мĕш класри А.Тарасов, М.Киргизов, Э.Хлебников куракансен умне телевиденипе кăтартакан «Наша Раша» передачăпа тухрĕç.

Ирина Егоровăпа Вера Григорьева хатĕрленĕ «Хальхи асаннесем» сценка куракансен кăмăлне кайрĕ.

Çĕнтерÿçĕсене грамотăсем парса чысларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика