Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра савăнчĕç

24 марта 2012 г.

Нумаях пулмасть Анат тата Тури Тимĕрчкассинче пурăнакансем культура çуртне пухăнчĕç. Чи малтанах уява пуçтарăннисене «Луч» ЯХПК председателĕ Н.М.Иванов, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.П.Андреева, ялти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ А.Т.Ежергина саламларĕç. Ун хыççăн сцена çине чăваш халăх тумне тăхăннă хĕрсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕ тухрĕ. Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç вĕсем, аннесене саламларĕç. Чăваш ташши те парнелерĕç куракансене.

Юрă-ташă ăстисем тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ: М.Плешковăпа Р.Яковлева — сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем, В.Николаева — сĕт-çу фермин заведующийĕ, Т.Морозовăпа А.Филиппова — культура тытăмĕн ĕçченĕсем, З.Никитина шкулта тасалăхшăн тимлет, Р.Иванова — ял хуçалăх производство кооперативĕн членĕ. В.Галкинапа К.Иванова пенсионерсем те пултаруллă. Арина Галкинапа Кристина Степанова юрланă юрăсене куракансем хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Ун хыççăн сцена çине пикесем тухрĕç. Тăваттăн вĕсем. Пурте аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Таня Лукова — пулас врач, Наташа Алексеева учитель пулма ĕмĕтленет. Таня Степанова — ял хуçалăх академийĕн студенчĕ. Надя Чернова вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ пухать. Вĕсем пурте «Тимĕрчкасси пикисем» конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Малтан хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç, ячĕсем мĕне пĕлтернине, ачалăхри сăн ÿкерчĕксемпе çыхăннă самантсем çинчен каласа пачĕç, аннесене халалланă сăвăсем вуларĕç.

Конкурсантсем юрă юрлама, алă ĕçĕсем тума та ăста, спортпа та туслă. Вĕртсе хăпартнă шарсене тутăр çыхтарасси, панă саспаллисенчен сăмахсем тăвасси вĕсем хушшинче питĕ хĕрÿ иртрĕ.

Конкурс çĕнтерÿçи Т.Лукова пулчĕ. Н.Алексеева «Чи сăпайлă пике», Н.Чернова «Чи тирпейлĕ пике», Т.Степанова «Чи çирĕп кăмăллă пике» медальсене тивĕçрĕç.

Уява пухăннисем алă ĕçĕсен куравĕпе те паллашрĕç, килĕсене тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика