Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2011 çулхи ĕçе тишкерчĕç

11 февраля 2012 г.

Февралĕн 9-мĕшĕнче «Пайгас» ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче 3 ыйту пулчĕ: правлени отчетне пăхса тухса хакласси, сăнав комиссийĕн отчечĕпе паллашасси, кооператив председателĕпе çĕнĕ правлени составне суйласси.

Пуху умĕн Тукай ял поселенийĕн культура ĕçченĕсем пуçтарăннисене хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Пухăва кооператив председателĕ Валерий Фадеев уçрĕ, иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Чи маланах вăл 2011 çулта тыр-пул, пахча çимĕç ÿстересси мĕнле пулнине тишкерчĕ. Ку енĕпе ĕçсем аван пынă, тесех калама çук. Çанталăк çумăрлă тăнăран акана тивĕçлĕ шайра ирттерме май килмен. Хăш-пĕр лаптăксем йĕпе пулнипе пачах та кĕмен, акса хăварман. Çулла вĕсенче çум курăк çеç ашкăрнă. Çурхи тыррăн 175 гектарĕ шыв айне пулнă. Хăш-пĕр лаптăксенчи çĕрĕн пулăхлă сийне çумăр юхтарса кайнă. Пахча çимĕç тухăçлă пултăр тесен çĕре, паллах, пăхмалла, тăрантармалла. Погрузчик çук пирки пĕлтĕр хуçалăхра пĕр тонна тислĕк те уйсене кăларман. Кăçал çак ыйтăва татса пама тăрăшĕç. Тухăç мĕнле пуласси çавăн пекех вăрлăхран та килет. Çавăнпа та хуçалăх пĕлтĕр 239 пин тенкĕлĕх элитăллă тырă вăрлăхĕ туяннă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçсем аван пынине палăртмалла. Пĕлтĕр мăйракаллă шултра выльăх шутне 9 пуç ÿстернĕ. Аш-какай туса илесси те аванах ÿснĕ. Хуçалăхра пурĕ 100 ĕне. Кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 5420 кг сĕт суса илнĕ. Ку енĕпе ЯХПК районта малтисен ретĕнче.

Малалла сăнав комиссийĕн председателĕ Тамара Ильина кăтартусемпе паллаштарчĕ, пĕтĕмĕшле илсен хуçалăх 2011 çула аван вĕçленине палăртрĕ.

Çавăн пекех Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.Андреева, кооперативăн ĕçченĕсем тухса калаçрĕç, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, хуçалăха малалла аталантармалли майсене тишкерчĕç.

«Пайгас» ЯХПК правленийĕн 2011 çулхи ĕçне «вăтам» хак пачĕç, малашне çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Юлашкинчен пуçтарăннисем Валерий Фадеева шанса тепĕр хут ертÿçĕне суйларĕç, правлени составне улшăнусемсĕр хăварчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика