Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Герой халăхпа канашлать

02 февраля 2012 г.

Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант Владимир Путинпа иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчех паллашнă. Раççей Президенчĕн 2002 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче тухнă Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн мухтавлă ентеш Оборона министерствин ятарлă хушăвĕсене чыслă тата вăхăтра пурнăçланăшăн, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть Н.Ф.Гаврилов Раççей Президенчĕн кандидачĕн В.В.Путинăн республикăри суйлав умĕнхи халăх штабне ертсе пыма пуçларĕ.

Çак кунсенче Николай Федорович Шупашкар тата Канаш хулисенчи предприятисенче, культура учрежденийĕсенче, вĕренÿ заведенийĕсенче, çавăн пекех Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче пулчĕ, вун-вун тĕл пулу ирттерчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: пур мероприяти те Президент суйлавĕн кампанийĕпе пĕрлех Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă çарпа оборона тата спорт уйăхлăхĕпе çыхăннă. Çавна май тĕл пулусене ĕçпе вăрçă ветеранĕсем тата салтак-интернационалистсем хастар хутшăнаççĕ.

Виталий Смородинов йыхравлать

75 çулти Виталий Смородинов - Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, темиçе медаль кавалерĕ.

Ăçта кăна, кам кăна пулса ĕçлемен пулĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче Виталий Иванович. Пысăк тавра курăмлă, пултаруллă çĕр ĕçченĕ тата ăста педагог пур çĕрте те ырă та тарăн йĕр хăварнă.

Вун пилĕк çул ĕнтĕ тивĕçлĕ канура Чăваш Енри шур сухал. Апла пулин те Виталий Иванович паян та Шупашкар районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Апашри филиалĕнче тренерта ĕçлет.

- Мăн асатте пулма та ĕлкĕртĕм ĕнтĕ, анчах та хама ватă çын пек туймастăп, яланах çамрăксемпе пĕрле пулма тăрăшатăп. Халĕ те кулленех кавир çинче яшсемпе хĕрсене кĕрешÿ мелĕсене вĕрентетĕп. Манăн тĕллев - çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, Тăван çĕр-шыва юратма тата ăна хÿтĕлеме вĕрентесси, - тет Виталий Иванович.

Кăрлач вĕçĕнче Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче Виталий Смородинов çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă çамрăк кĕрешекенсен республикăри XVIII уçă турнирĕ иртрĕ. Кавир çине вун виçĕ хулапа районти тата Ульяновск облаçĕнчи 150 атлет тухрĕ. Çавăн пекех сумлă юбиляра ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Мельников, Раççей Геройĕ, авиаци генерал-лейтенанчĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ Николай Гаврилов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Виктор Михайлов тата ыттисем саламларĕç.

Йăлана кĕнĕ турнир çĕнтерÿçисен хушшинче республикăн тĕп хулинчи тата Шупашкар районĕнчи спорт шкулĕсенче вĕренекен ытларах. Хăйсен виçисенче çавăн пекех Канашри Анастасия Семеновăпа Татьяна Михайлова, Красноармейскинчи Иван Михайловпа Диана Васильева, Патăрьел районĕнчи Ильнас Чемеровпа Анастасия Выросова уйрăмах палăрчĕç.

Спортпа

культура уявĕнче

Комсомольски районĕнчи Тимĕрчкасси тăрăхĕнче юлашки çулсенче физкультурăпа спорта аталантарас, ял халăхĕн сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса ентешĕсен пурнăçне лайăхлатассипе Александр Капитонов пысăк ĕç тăвать. Александр Петрович хăй вĕреннĕ Анат Тимĕрчкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула кĕрешмелли кавир, вун-вун мăшăр йĕлтĕр, волейбол тата футбол мечĕкĕсем, музыка центрĕ, теннис сĕтелĕ, пĕтĕмĕшле вара çĕр-çĕр пин тенкĕлĕх парнеленĕ. Кунта вĕренекен отличниксем /саккăрмĕш çул/ тата ăста спортсменсем Капитоновăн ятарлă стипендине илеççĕ.

Александр Капитонов пуçарнипе унăн тăван шкулĕнче Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă çарпа оборона тата массăллă спорт уйăхлăхĕнче саккăрмĕш çул спорт уявĕ ирттереççĕ. Унта кăçал 500 ытла çын хутшăнчĕ, çав шутра - Раççей Геройĕ Николай Гаврилов хăйĕн мăшăрĕпе Татьяна Дмитриевнăпа, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, Комсомольски, Елчĕк тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Геннадий Волков, Николай Миллин тата Юрий Моисеев, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, СССР спорт мастерĕ Владимир Краснов, Афганистан вăрçи витĕр тухнă Геннадий Матвеев çар летчикĕ, кĕрешекенсен республикăри федерацийĕсен ертÿçисем Владимир Семеновпа Виталий Васильев, предприятисемпе хуçалăхсен ертÿçисем, паллă педагогсемпе çĕр ĕçченĕсем.

Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ турнирне 72 яш хутшăнчĕ. Хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăнса Александр Капитонов сăнне ÿкернĕ ылтăн медале Комсомольски районĕнчи Евгений Козловпа Дмитрий Яндров, Патăрьел районĕнчи Алексей Верликов, Николай Маркиданов, Александр Чашкин, Йĕпреç поселокĕнчи Павел Пиктимиров тата Канаш районĕнчи Сергей Албутов çĕнсе илчĕç.

Шашистсен турнирне хутшăнма Шупашкартан пĕлтĕр 12 çултан кĕçĕнрех шкул ачисен тĕнче чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă спорт мастерĕн кандидачĕпе Даниил Леонидовпа унăн тренерĕ Андрей Унтин ятарласа килнĕ. 11 çулти чемпион кăсăклă турнирта харăсах 25 ачапа вылярĕ. Пĕр вăйă çеç никам та çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ, ыттисенче Даниил пĕрремĕш пулчĕ.

Юр çинче футболла выляса мала тухассишĕн ултă команда тупăшрĕ. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Краснов ертсе пыракан Патăрьелĕнчи «Паттăр» команда мала тухрĕ. Патăрьелсем Комсомольскинчи «Кĕтне» командăна финалта 1:0 шутпа çĕнтерчĕç. Çавăн пекех сĕтелçи теннис турнирĕ иртрĕ, ăна Куславккасен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертÿçи Юрий Зорин йĕркелерĕ.

Уяв Анат Тимĕрчкассинчи культура çуртĕнче район, Шупашкар артисчĕсем пысăк концерт кăтартнипе вĕçленчĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика