Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнира Раççей Геройĕ те килсе курчĕ

01 февраля 2012 г.

Январĕн 29-мĕшĕ событисемпе питĕ пуян кун пулчĕ. Анат Тимĕрчкассинче, Урмаелĕнче, Комсомольскинче спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Чи пĕлтерĕшли вара – пирĕн района Раççей Геройĕ Николай Гаврилов килни, вăл тĕрлĕ çĕре çитсе халăхпа куçа-куçăн тĕл пулни. Авиаци генерал-лейтенантне район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, «Çĕр улмие мухтав» агрофирмăн директорсен Канашĕн председателĕ, «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçи Александр Капитонов тата ыттисем кĕтсе илчĕç. Малтанах вĕсем Урмаелĕнчи площадкăра хоккейла вылякан спортсменсене ăнăçу сунчĕç, яланах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнчĕç.

Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Хамăр тăрăхри тата кÿршĕ районсенчи спортсменсем кунти спортзала ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне пуçтарăннă. Çак ăмăртăва Тури Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ питĕ пуçаруллă çын А.П.Капитонов 7—8 çул каялла йĕркелесе янă. Ахальтен мар турнир унăн ячĕпе, унăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртет. Çак хушăра унта нумай кĕрешÿçĕ хутшăннă, спортри пуçламăш утăмсене тунă. Ку çеç те мар, çак майпа шкулăн пурлăх никĕсĕ те кашни çулах пуянланса пырать. Кĕрешекенсен турнирне уçнă çĕре çулсеренех республикăри паллă спортсменсем, политиксем, предпринимательсем килеççĕ, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе çамрăк ăрăва тĕслĕх кăтартаççĕ, патриотизм туйăмне аталантарма пулăшаççĕ. Раççей Геройĕ вара Анат Тимĕрчкассинче — пĕрремĕш хут. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне уçнă май Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, «Çĕр улмие мухтав» агрофирмăн директорсен Канашĕн председателĕ, «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçи Александр Капитонов, Николай Гаврилов генерал-лейтенант, район администраци пуçлăхĕ Геннадий Волков, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри федерацийĕн вице-президенчĕ Владимир Семенов, Афганистан ветеранĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Матвеев тата ыттисем уяв ячĕпе саламларĕç, сăмах каларĕç. Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спортне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Валерий Денисова, Анат Тимĕрчкасси шкулĕнчи секцие ертсе пыракана, федерацин ятарлă статуэткине парса чысларĕç. Çак шкулти вĕренÿ отличникĕсене тата маттур спортсменсене ятарлă стипендисемпе хавхалантарчĕç.

Ачасен районти искусство шкулĕн хĕрĕсем куракансене ташăпа савăнтарнă хыççăн тĕп ăмăртусем пуçланчĕç. Тĕрлĕ виçеллĕ категорисенче пĕрремĕш вырăнсене Сергей Албутовпа Александр Платонов (Канаш), Александр Чашкин (Патăрьел), Дмитрий Яндров (Асанкасси), Николай Маркидановпа А.Ершов (Аслă Арапуç), Евгений Козлов (Анат Тимĕрчкасси), Павел Биктимиров (Йĕпреç) çĕнсе илчĕç.

Вырсарни кун Анат Тимĕрчкасси ялĕ кĕрлесе çеç тăчĕ темелле. Пĕр харăсах тĕрлĕ площадкăсенче шашкăлла, теннисла, мини-футболла вылякансен тупăшăвĕсем пычĕç. Мини-футболта Патăрьелĕнчи «Паттăр» ФСК спортсменĕсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Комсомольски ялĕн çамрăкĕсем, виççĕмĕшĕнче вара — спорт ветеранĕсем. Тĕрлĕ спорт вăййисенче малти вырăнсене тивĕçнисене медальсемпе дипломсем, парнесем парса чысларĕç.

Ялти культура çуртне те халăх лăк туллиех пуçтарăннă. Унта уяв концерчĕ иртрĕ. Вырăнти юрра-ташша юратакансем те, Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисем Ольга Лукова, Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Оксана Ласточкина, Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ, ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем те сцена çине тухса ял халăхне хăйсен пултарулăхĕпе савăк кăмăл парнелерĕç.

Çав кунах Николай Гавриловпа Геннадий Волков тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов Тукай ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакан хастар çынсемпе, Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче волейболла выляма пуçтарăннă ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулусем ирттерчĕç, вĕсем ĕçлĕ те ăшă лару-тăрура иртрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика