Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ магазин уçăлчĕ

12 октября 2011 г.

Октябрĕн 7-мĕшĕнче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура Комсомольски райповĕн куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинне уçрĕç. Кивĕ магазин кунта 1972 çултанпах пулнă-ха. Халĕ вара ăна çĕнетсе илемлетнĕ, шыв кĕртнĕ, çĕнĕ сивĕтмĕшсем лартнă, сентресене юсанă.

Çак савăнăçлă мероприятие районтан килнисене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Уява район пуçлăхĕ, Чувашпотребсоюз канашĕн членĕ, Комсомольски райпо канашĕн председателĕ Е.И.Карпеев уçрĕ. Вăл хальхи йывăр вăхăтра та райпо малалла талпăннине, йывăрлăхсене парăнманнине палăртрĕ. Суту-илÿ предприятийĕсем малалла ăнăçлă ĕçлеме пултарччăр тесе çĕнĕ машинăсем, продукци туса кăлармалли хатĕр-хĕтĕр туяннине пĕлтерчĕ. Акă кăçал çĕнĕ производство цехĕ уçма май килнĕ, унта кукăльсем, булкăсем, тортсем пĕçерсе кăлараççĕ. Евгений Иванович çавăн пек çуртсем райпошăн та, ял халăхĕшĕн те питĕ кирлĕ пулнине палăртрĕ, тултан та, шалтан та илемлĕ магазина хăнасене кăтартма та намăс маррине пĕлтерчĕ.

Унтан Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.П.Андреева сăмах илчĕ, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, магазина реконструкцилекенсене питĕ пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Ялти халăх çинчен манманшăн, çĕнĕ лавккапа савăнтарнăшăн кăмăллă пулнине палăртрĕ. Сутуçăсене çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме сунчĕ. Магазин алăкĕсем ялан уçă тăччăр, сентрисем тулли пулччăр, тесе вĕçлерĕ вăл сăмахне.

Строительсен бригадин ертÿçи Ш.Ахметов та айккинче юлмарĕ, пухăннисене çĕнĕ магазин уçăлнă ятпа саламларĕ.

Ял çыннисен ячĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ А.Т.Ежергина тухса калаçрĕ. Магазин уçăлни ял историйĕнчи çĕнĕ страницăна уçни тесе шутлать вăл. Г.Краснова, Г.Галкина сутуçăсем ĕçленипе ял халăхĕ кăмăллă пулнине пĕлтерсе малалла та çакăн пек чуна парса вăй хума сунчĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура район пуçлăхĕ Е.Карпеев тата строительсен бригадин ертÿçи Ш.Ахметов хĕрлĕ лентăна касса çĕнĕ магазин уçăлнине палăртрĕç.

Çак мероприяти, хальхи вăхăтра уйрăм çынсен суту-илÿ точкисем нумайланчĕç пулин те, райпо лавккисем те кирлине, вĕсем конкуренцие хутшăнма пултарнине, малалла аталаннине кăтартса пачĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика