Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем – сывă пурнăç йĕркишĕн

28 сентября 2011 г.

Çĕнĕ Мăратри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта палăртнă кун ăмăр çанталăк тăнине пăхмасăрах «Нацисен кросĕ —2011» чупу иртрĕ. Ăмăртăва физкультура учителĕ Н.И. Андреев икĕ тапхăрпа йĕркелерĕ. Малтан 5—8-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасемпе арçын ачасем ăмăртăва тухрĕç. Ку ушкăнра Стас Курицын (5 класс), Диана Коноплева (7 класс) чи маттуррисем пулчĕç. 2—3-мĕш вырăнсене С.Филиппов (8 класс), Эрбина Портнова (6 класс), Яков Макаров (5 класс), Кристина Павлова (8 класс) пайларĕç. Аслă ушкăнра чупакансем хушшинче малти вырăна Дима Шишкалов (11 класс), Анна Тумакова (11 класс) йышăнчĕç. Петр Игнатьев (11 класс), Фаина Борисова (11 класс), Андрей Логинов (10 класс), Екатерина Данилова (10 класс) 2—3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Пултаруллă ачасене Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.П.Андреева Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Çавăн пекех вĕсем чупу майкине те тивĕçрĕç.

Шкулти пур ача та спорт уявĕнче савăнчĕ. Чи кирли — пурте пĕрле чупăва хутшăнни, сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăни.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика