Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисемпе çамрăккисем – алла-аллăн

13 августа 2011 г.

«Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ пирки пысăк е пĕчĕк теме çук. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 800 ытла гектар. Тукайсем хăйсен хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçлеççĕ тесе вара çирĕплетсех калама юрать. Çамрăксемпе юнашар тивĕçлĕ канăва тухнă пысăк опытлă механизаторсем, комбайнерсем вăй хураççĕ.

Вырма вăхăтĕнче кашни минут шутра. Хĕвеллĕ те уяр кун хирте ĕç шавĕ кĕрлет.

Анатолий Краснов комбайнерпа унăн пулăшуçи Алексей Хурасев тăрăшсах урпа çулатчĕç. Вĕсен ăсталăхне пула (иккĕшĕ те 30 çул ытла техникăна алăран ямаççĕ) «хурçă карап» ним чăрмавсăр шав малалла ишет. Юнашар уйра Вячеслав Портнов гусеницăллă тракторпа кĕрхи ака тума 30 гектар çĕр сухаласа пĕтерчĕ.

Алексей Николаевич Игнатьев агроном пĕлтернĕ тăрăх, хирти, йĕтемри ĕçсем аван пыраççĕ. 200 гектар çинчи кĕрхи тулă тухăçĕ начарах мар — кашни гектар пуçне 25 центнерпа танлашать. Урпана çулса пăрахнă, ăна типĕлле çапса илме чăрмавсем çук.

Йĕтем çинче çамрăксен хаваслă сасси илтĕнет. Заведующи ĕçне чăн-чăн салтакла Дима Павлов хăй çине илнĕ. Нумаях пулмасть вăл çартан, Свердловск облаçĕнчен таврăннă. Хастарлăхĕпе пĕрлех унăн ăсталăхĕ пурри сисĕнет. Ял хуçалăх академине пĕлтĕр çеç пĕтернĕ. Дипломлă инженер механик кооперативра нихçан та ытлашши пулас çук. Студентсем, шкул ачисем аслисемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ. Тап-таса тулă купи ÿснĕçемĕн ÿссе пырать. Сар хĕвел çÿлтен, эпĕ те сире пулăшам тенĕ евĕр, çутатса ăшшине сапалать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика