Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырри-пулли пÿлме тулли

03 августа 2011 г.

Уй-хирте кĕрхи тырăсем пиçсе çитрĕç. Тулли пучахсем йывăррăн çĕрелле усăнса вырма вăхăтне чăтăмсăррăн кĕтнĕн туйăнать.

Çак кунсенче районти хуçалăхсем хăйсен «хурçă карапĕсене» сар тинĕсе ишеве кăларчĕç.

«Луч» ЯХПКра ку ĕç кунран-кун вăй илсе пырать. Николай Иванов председательпе Аркадий Осипов агроном эпир пынă чухне вырмалли каçалăкра çÿретчĕç. Кĕрхи тулă тухăçĕ — 30 центнер. Пĕтĕмĕшле лаптăк — 700 гектар. Çак шутра 140 гектар кĕрхисем, 180 гектар çурхи тулă, 290 гектар урпа тата 100 гектар сĕлĕ йышăнаççĕ. Кооперативра вăрлăх тăвас тĕлĕшпе 7 гектар люцерна ÿстереççĕ, 1 гектар — выльăх кăшманĕ.

Хирте «Полесье» комбайн мăнаçлăн шăвать. Унăн штурвалĕ умĕнче — Виктор Черновпа Юрий Петров. Çĕнĕ техникăпа ĕçлеме комбайнерсен кăмăлĕ пысăк та савăк. Пĕр кунта 1000 центнер çапса илме тĕллевлĕ вĕсем. «Ку таранччен «Донпа», «Нивăпа» вырнă, кăна çитекенни çукрах»,— тет хавхаланса Виктор Витальевич.

Тимĕрчкассисен тепĕр икĕ комбайнĕ те аякра ĕçлени курăнать. Вĕсем çапса илнĕ тырă йĕтем çине ăсанать. Ăна алласа-сăвăрса тăраççĕ. Йĕтем заведующийĕ Михаил Мартынов ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен чăрмавсем çук. Пĕрремĕш бригадăн хастар ĕçченĕсем пÿлмене типĕ те таса сарă тулă кĕтĕр тесе тăрăшаççĕ. Светлана Кузьмина, Вера Гаврилова, Алевтина Шеверова, Галина Егорова тата Сергей Крылов машинист аллинче ĕç вĕрет. Ăнса пулнине тăкаксăр пухса кĕртме çăмăл мар. Ĕçченсен тăрăшулăхне пула пÿлме тулли тырри-пулли тесе çирĕппĕнех калама юрать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика