Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре малта пыраççĕ, уявне те аван ирттернĕ

11 июня 2011 г.

Çур акине ăнăçлă, вăхăтра ирттернĕ хыççăн, июнĕн 5-мĕшĕнче «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем, хăнасем ĕçпе юрă тата спорт уявне — Акатуя пухăннă. Кăçал ăна вĕсем Космонавтика çулталăкне халалланă.

Çанталăкĕ çумăрлă тăнине пăхмасăрах райпо сутуçисемпе уйрăм предпринимательсем халăха апат-çимĕç, промышленноç таварĕсем сĕннĕ. Кунта уява пуçтарăннисем чăваш йăли-йĕркипе килти сăра та тутанса пăхнă.

Палăртнă вăхăт çитсен халăх умне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов, «Рассвет» ЯХПК председателĕ Михаил Афанасьев, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, «Çĕр улмине мухтав» агрофирма ОООн директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов, генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Валентина Курицына, кÿршĕ хуçалăхсен ертÿçисем тата ыттисем те пухăннисене саламланă, малашне те ĕçре çитĕнÿсем суннă. Ĕçре палăрнă çынсене хаклă парнесем парса чысланă.

Уяв концертне ачасен фольклор коллективĕ «Шăпчăксем» пуçланă. Ун хыççăн вара чăваш эстрада çăлтăрĕсем – Алексей Мурзуков, Александр Ильин, Алена Алексеева тата Ирина Музыкантова илемлĕ сассисемпе куракансен чĕрисене тыткăнланă.

Мĕнле уяв вăл спорт меро-приятийĕсемсĕр; Унта вĕрен туртасси, кире пуканĕ йăтасси тата ытти вăйăсем те пулнă. Велосипедпа ярăнса ăмăртасси те чылай куракана пухнă. Кĕрешÿ виçĕ тапхăрпа пулнă.

Кĕçĕннисенчен Настя Афанасьевăпа Сергей Кузьмин, çамрăксенчен Кристина Егоровăпа Михаил Тихонов, аслăраххисенчен Галина Скворцовăпа Евгений Тихонов çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçнĕ. Вĕсене пурне те Геннадий Шурбин предприниматель, Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕскер, велосипедсем парса чысланă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухакансене те парнесемсĕр хăварман.

Кире пуканĕ йăтакансенчен вуннăмĕш класс пĕтернĕ Петр Игнатьев чи маттурри пулнине çирĕплетнĕ, така илме тивĕçнĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе вара пăхаттир ятне тата такана Вячеслав Курицын çĕнсе илнĕ.

Ял çыннисем кăмăлтан савăннă. Сăлтавĕ те пур — хуçалăх аталанать, унта вăй хуракансен ĕçлес туртăмĕ пысăк. Кунта, паллах, хуçалăх ертÿçин М.Афанасьевăн, специалистсен тÿписем курăмлă . Уявра кăмăлтан савăннă хыççăн ĕçлекенсен хавхаланăвĕ татах та ÿсĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика