Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна лайăх хатĕрленĕ

13 апреля 2011 г.

Тин çеç ял урамĕсенче те, çул хĕррисенче те юр куписем пысăкчĕ. Шыв шарлантарса юхмасăрах вĕсем пĕчĕккĕн пулин те чакса пыраççĕ. Анкартисенче те, çул хĕррисенче те хура тĕс палăрма пуçларĕ. Апла пулсан кашни кунах хире тухмалли вăхăт çывхарса пырать. «Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра ирттерес тесен юсавлă техникăпа çеç хире тухмалла»,— палăртрĕ «Луч» хуçалăхра техника тĕрĕслевĕ ирттернĕ хыççăнхи канашлура патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ С.Н.Кокарев.

Комисси техника тĕрĕслевне хуçалăх яланхи пекех тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕ. Машинăпа трактор паркне пырса кĕрсенех ретĕн-ретĕн ларакан кустăрмаллă тракторсене, прицепсене сăрласа хатĕрленине курчĕ. Айккинчен пăхсан вĕсем вĕр çĕнĕ пекех курăнаççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче комисси пысăк кăлтăксемех курмарĕ. Паллах, асăрхаттарусăр пулмасть. Тепĕр чухне вак-тĕвек çитменлĕх те инкек патне илсе пыма пултарать. Механизаторсем хире тухиччен пĕчĕк кăлтăксене пĕтереççех. Техосмотра тăратнă кустăрмаллă 13, гусеницăллă 2 трактор юсавлă. Прицепсем енĕпе вара тăрăшмалли пур-ха. 11 прицепран 5-шĕ çеç хăрушсăрлăхсăр ĕçлеме пултараççĕ тесе палăртрĕç. Пур тракторсемпе ĕçлеме те механизатор кадрĕсем çителĕклĕ. Хăшĕ-пĕрин çеç кивĕ удостоверенисене улăштармалла. Ку ĕç хуçалăхшăн пысăк чăрмавах пулмĕ.

«Луч» кооператив кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсене пахалăхлă ирттерсе ярасси пирки иккĕленÿ çук. Машинăпа трактор паркĕнче ĕçлекенсен хавхалану пурри курăнчĕ. Çамрăксене те трактор шанса панă, тивĕçлĕ канăва кайнисем те ĕмĕрĕпе ĕçленĕ хуçалăха пулăшма хатĕр. Тепĕр кооператива çитетĕн те техосмотр вăхăтĕнче тĕп инженер е механик çеç тĕрĕслев йĕркеллĕ ирттĕр тесе вĕткеленет. «Луч» хуçалăхра вара ертÿçĕ те, тĕрлĕ отрасльсенчи тĕп специалистсем те юнашарах пулчĕç. Техника юсавлăхĕ пĕр инженера çеç кирлĕ мар-çке. Уй-хирти тата ытти ĕçсене паян йăлтах техника пурнăçлать. Çавăнпа та «Луч» ял хуçалăх кооперативĕ ун çине пысăк тимлĕх уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Техника тĕрĕслевĕ хыççăн иртнĕ кĕске канашлура районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ С.Н.Кокарев, «Луч» ЯХПК председателĕ Н.М.Иванов, тĕп инженерĕ В.И.Макаров тата ыттисем те сăмах илчĕç. Вĕсем пурте ака-суха ĕçĕсенчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика