Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнир иртрĕ

22 февраля 2011 г.

Февралĕн 18-мĕшĕнче Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн спортзалĕнче Афган вăрçинче пуç хунă Виктор Тумакова асăнса 22-мĕш хут волейбол турнирĕ иртрĕ. Кăçал ăмăртăва 5 команда хутшăнчĕ. Спортсменсене саламлама Афганистан ветеранĕсен союзĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн председателĕ В.Гаврилов, И.Сизов, Н.Белков, М.Киргизов воин-интернационалистсем килсе çитнĕ. Шкул директорĕ Е.Басников, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем В.Гавриловпа В.Кириллов сăмах тухса каларĕç, çамрăксене çирĕп сывлăхлă, спортпа яланах туслă пулма сунчĕç. Çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн шкул директорне Е.Басникова тата М.Киргизов предпринимателе Афганистан ветеранĕсен Чăваш Республикинчи уйрăмĕ Хисеп грамотипе наградăларĕ. Вĕсене спортсменсем тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Хĕрÿллĕ тупăшура Шурут ял тăрăхĕн волейболисчĕсем пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕç, куçса çÿрекен кубока, диплома тата Владимир Илларионов спортсменăн ятарлă парнине илме тивĕçлĕ пулчĕç. В.Илларионов турнира ятарласа Шупашкартан килнĕ, шкула та футбол мечĕкĕ парнелерĕ. Иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски ялĕн тата «Пайгас» ял хуçалăх предприятийĕн спортсменĕсем çĕнсе илчĕç.

Ăмăртăва ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшакансене тав сăмахĕсем каласа хăвармалла: «Пайгас» хуçалăх, Тукай ял поселенийĕ, М.Киргизов предприниматель, ялти тĕп шкул. Шкул столовăйĕнче ĕçлекенсем спортсменсене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç, В.Павлов тĕп судья ăмăртăва пĕлсе йĕркелесе пычĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика