Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк пĕлтерĕшлĕ

04 декабря 2010 г.

Çĕнĕ Мăратри вăтам шкула пырса кĕрсен кĕске вăхăтлăх ушкăна çÿрекен ачасем апатраччĕ. Çав вăхăтра вĕсем валли уйăрнă пÿлĕмсене пăхса çаврăнтăм. Унта хăтлă, çутă, таса. Ачасене валли пур условисем те туса панă. «Ку вылямалли, ку вĕренмелли, ал ĕç тумалли, ÿкермелли пÿлĕм. Çакăнта тумтирĕсене хываççĕ, улăштараççĕ», — паллаштарать Т.А.Петрова воспитательница. Стенасем çинче çак ушкăна çÿрекен ачасен ал ĕçĕсене тирпейлĕн вырнаçтарса çакнă. «Пластилинран, тĕрлĕ тĕслĕ хутран япаласем ăсталатпăр. Ятарлă тетрадь çинче чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕке, улма-çырлана тата ытти япаласене сăрласа илемлетме, çекĕлсем туса сас паллисен пайĕсене çырма хăнăхтаратпăр», — каласа парать Татьяна Алексеевна. Вĕсем О.А.Кириллова няньăпа пĕрле ĕçлеççĕ. Ку ушкăна районта чи малтисен ретĕнче уçнă. 2003 çултанпа ĕçлет вăл. Хальлĕхе кунта 10 ача çÿрет. 3 çул тултарнисене илетпĕр. Ирхине 8 сехетрен пуçласа 13 сехетчен пулаççĕ. Икĕ хутчен вĕри апат çитеретпĕр», — сăмахне малалла тăсать Т.Петрова.

Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕн килте чухне ачасемпе ларма, вĕрентме, ÿкерме, хăнăхтарма вăхăчĕ те çук пулĕ. Ку ушкăна çÿрекенсем вара аталанса ÿсеççĕ. Шкула кайичченех партăсем хушшине ларма, хăйсене тытма хăнăхаççĕ.

Çакăн пек ушкăнсем шкулсем çумĕнче пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика