Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллективĕ туслă пулнăран

25 августа 2010 г.

«Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн ферминче хĕле кĕтсе илме хатĕр ĕнтĕ. Юсав ĕçĕсене туса пĕтернĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли апатне те хатĕрленĕ. Фермăра мана Петр Васильевич Зверев зоотехник кĕтсе илчĕ. Кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл хăй ĕçлекен хуçалăх çинчен кунĕн-çĕрĕн калаçма пултарать тейĕн. Кашни ыйту çине анлă хурав пачĕ.

Паянхи кун фермăра 324 пуç выльăх усраççĕ. Çак шута çамрăк пăрусем те, вăкăрсемпе тынасем те, сăвакан ĕнесем те кĕреççĕ. Вĕсене кашнинех кирлĕ условисем туса панă. «Рассвет» ЯХПК ферминче 90 ĕне сăваççĕ. Кашнинчен кунне 19 килограмм ытла сĕт илеççĕ. Çак кăтарту — районта чи пысăккисенчен пĕри. Талăкра пур ĕнерен пĕрле 1 тонна та 800 килограмм сĕт пуçтарăнать. Кăтартусем тĕлĕнтереççĕ. Хуçалăх 1-мĕш сортлă сĕт çеç сутать. Çулла çанталăк çумăрсемпе савăнтармарĕ, анчах выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ: сенаж, улăм, фураж. Ĕнесем паянхи кун кĕтĕве çÿреççĕ. Симĕс апат çукки çеç пăшăрхантарать. Фермăра сăваканнисен шутне 100 пуçа çитересшĕн. Килсе тухнă йывăрлăхсене пăхмасăрах малалла аталанмалла-çке, пĕр вырăнта тăни юрăхсăр. Тукайсем сыснасем те усраççĕ, самăртаççĕ. Пурĕ — 394 пуç. Вĕсемшĕн Нина Ивановна Матросова яваплă. Ăна панă витере тирпейлĕ. Сыснисем вара яка та самăр.

«Коллектив пирĕн лайăх, килĕштерсе ĕçлетпĕр,— тет Петр Васильевич. — Ĕç укçине вăхăтрах илетпĕр». Вăл Р.И.Алексеевăпа О.В.Наумова ĕне сăвакансене, Г.В.Крипцова, Е.К.Крылова, Г.А.Павлова пăру пăхакансене палăртрĕ. Н.Н.Прокопьева çинчен те асăнчĕ. Надежда Николаевна выльăхсене самăртать. Нумай çул фермăра ĕçлекен Г.Н.Прокопьева та манмарĕ. Е.А.Казаков, А.А.Кондратьев, Б.Н.Казаков çинчен те лайăх сăмахсем илтрĕм. Кашни ĕçлекене Петр Васильевич ырăпа çеç асăнчĕ. Никама та манмарĕ.Чăн та, кун пек туслă коллективпа ĕçлесе çеç тăмалла, малалла талпăнмалла. Уйрăмах Мария Васильевна Муллина çинчен каласа хăварас килет. Вăл «Рассвет» ЯХПКра (малтан «Заря» колхоза кĕнĕ) 1981 çултанпа, вĕренсе килнĕренпе, вăй хурать. Мария Васильевна – ветеринар. Вăл фермăри выльăх-чĕрлĕх сывлăхлă пултăр, ан чирлетĕр тесе тăрăшать. Эпĕ витене пырса кĕнĕ чухне вăл ĕнесен чĕрнисене касатчĕ. «Çак станока туса панишĕн пысăк тав сăмахĕ калатăп»,— терĕ вăл тимĕр япала çине кăтартса. Конструкцийĕ тĕрĕссипе питĕ кăткăс. «Станока эпир хамăрах хатĕрлерĕмĕр,— пĕлтерчĕ Петр Васильевич. — Чертежсене ÿкерсе илтĕмĕр. Кирлĕ пайсене тупнă хыççăн тăрăшса пуçтартăмăр. Станокпа ĕнесен чĕрнисене каснă чухне усă кураççĕ».

«Рассвет» кооперативăн ферминче ĕçлекен çынсен планĕсем пысăк. Ĕмĕтленни пурнăçланасса шанатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика