Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Суперкласс!» финалисчĕсем Шупашкарта

02 июня 2010 г.

Март уйăхĕнче пирĕн районта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Владимирович Семенов тăрăшнипе «Суперкласс!» конкурс пулса иртрĕ. Çак ăмăртăва пурĕ 12 шкул хутшăнчĕ. Стена хаçачĕсене, презентацисене тата портфолиосене пăхнă хыççăн жюри членĕсем 6 шкул финала тухнине палăртрĕç. Вĕсен хушшинче Çĕнĕ Мăрат шкулĕ те пулчĕ. Малалла эпир «Суперкласс!» конкурсăн 2-мĕш турне хатĕрленме пуçларăмăр. Пĕрремĕш пулаймарăмăр пулин те, тăваттăмĕш вырăн йышăнса Шупашкара экскурсие кайма тивĕçрĕмĕр.

Тинех пирĕн кĕтнĕ кун та çитрĕ. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче эпир Чăваш Республикин тĕп хулинче экскурсире пултăмăр. Малтанах «Мир Луксор» кинотеатра илсе кайрĕç. Унта интереслĕ фильм курса савăнтăмăр. «Макдональдс» кафере пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç, тутлă кучченеçсемпе сăйларĕç. Ачасене пурне те килĕшрĕ.

Малалла эпир Наци музейне çул тытрăмăр. Хăшĕ-пĕри иккĕмĕш хут пулса курчĕ унта, теприсем вара — пуçласа. Эпир çак музейра хамăра валли питĕ нумай пĕлтĕмĕр, нихçан курман япаласемпе паллашрăмăр. Çакăнтах тĕрлĕ чĕр-чунсен кĕлеткисене курса тĕлĕнтĕмĕр. Залив хĕрринче уçăлса çÿрерĕмĕр. Çак кунах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çуртĕнче те пултăмăр. Татьяна Валерьяновна ачасене унти йĕркесемпе паллаштарчĕ, депутатсен ларăвĕ иртекен пÿлĕме те кĕртсе кăтартрĕ. Каярах вăл пире Правительство çуртне илсе кайрĕ. Кунта та пирĕншĕн çĕнни питĕ нумай пулчĕ.

Курни-илтнине пĕтĕмлетсе пирĕнпе викторина ирттерчĕç. Викторина ыйтăвĕсем çине хуравласа пĕчĕк парнесем те илме тивĕçрĕмĕр. Киле каяс умĕн ачасене Павел Владимировичран кучченеçсем парса савăнтарчĕç. Шупашкарти çул çÿревпе эпир пурте питĕ кăмăллă юлтăмăр. Пирĕн П.В.Семенова питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика