Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейболла выляса ăмăртрĕç

27 февраля 2010 г.

Февралĕн 20-мĕшĕнче Тăманлă Выçлири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн спортзалĕнче Виктор Тумаков воин-интернационалиста халалласа 21-мĕш хут волейбол турнирĕ иртрĕ. Пухăннисене Афганистан вăрçин ветеранĕсен районти обществин председателĕ В.Н. Гаврилов саламларĕ, çитĕнÿ тума сунчĕ. Ултă команда вăй виçрĕ площадкăра. Хĕрÿ тупăшура комсомольскисен команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, шурутсем — иккĕмĕш, Çĕнĕ Мăрат çамрăкĕсем виççĕмĕш пулчĕç.

Шкул директорĕ Е.Г.Басников тăрăшнипе спорт турнирĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. «Пайгас» ял хуçалăх кооперативĕ, М.А. Киргизов, В.А. Вахитов предпринимательсем спонсорла пулăшу парса пулăшрĕç. В.В. Павлов тĕп судья ăмăртăва ăнăçлă йĕркелесе пычĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика