Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр-ĕмĕр асра вăрçă паттăрĕсем

27 февраля 2010 г.

1941 çулта Тăван çĕршыва нимĕç çарĕ вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Пĕтĕм халăх çĕршыв ирĕклĕхне тавăрас тесе хаяр тăшмана хирĕç чăмăртаннă. Сахал мар хура-шур курнă совет халăхĕ, çухату та пайтах чăтса ирттернĕ. Анчах вăл нимĕнле йывăрлăха та парăнман.

Çĕнтерĕве вăрçăн 1418-мĕш кунĕнче кĕтсе илнĕ халăх кăçал унăн 65 çулне сумлăн паллă тăвать. Акă, «Çĕнтерÿ салючĕ» фестиваль вăрçă çулĕсенчи паттăрлăха, паянхи мирлĕ пурнăçа уçăмлăнах сăнласа парать. Районти ял поселени-йĕсенчи пултарулăх коллекти-вĕсем çак темăна туллин çутатаççĕ. Февралĕн 22-мĕшĕнче Тукай ял поселенийĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Концерт программи пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Совет салтакĕсен фронтри хăюлăхне, ĕç çыннисен тылри чăтăмлăхне юрăсенче сăнларĕç. «Синий платочек», «Виç кĕтеслĕ çырусем», «На Мамаевом кургане», «Пой, солдат, пой» юрăсене артистсем илемлĕ шăрантарчĕç.

Концертра çамрăксем чылай юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕсенче вĕренекенсем чăннипех те маттур. Акă, Г.Печников шăрантарнă «Курск», «Эх, дороги» юрăсене куракансем хапăлласах йышăнчĕç, чылайччен алă çупрĕç. Уяв программине хатĕрлекенсем Аслă Отечественнăй вăрçăра çеç мар, Афган, Чечен çĕрĕсенчи хирĕçтăрусенче пуçне хунисене асăнчĕç, вĕсен ячĕпе те юрăсем пулчĕç.

Концерт Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн пулнă май, çак каç залра ларакансене уяв ячĕпе Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ А.Маурин саламларĕ. Районта чăннипех те паттăр салтаксем çитĕннине те палăртрĕ вăл. Çар тумне тăхăннисем службăра хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнине Хисеп тата Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ.

Çĕнĕ Мăратри «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕ те залра ларакансене илемлĕ ташăсемпе, савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика