Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр

17 февраля 2010 г.

Иртнĕ çул Тукай ял библиотекинче чылай мероприяти иртрĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, çак темăна анлăн çутатрăмăр. Тĕрлĕрен тематикăллă каçсем те йĕркелерĕмĕр. «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнĕ Елена Крылова пăру пăхакана кану каçĕ-портрет туса чысларăмăр.

Библиотекăра, клубра кану каçĕсем, диспутсем, викторинăсем, конкурссем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Кашни вулаканăн ыйтăвне тĕрĕс хурав пама пире компьютер техники пурри пысăк пулăшу парать. Библиотекăна килекенсем хаçат-журналсемпе те усă курма пултараççĕ.

Эпир электронлă презентацисем, слайд-шоусем тума вĕрентĕмĕр. Çавăн пекех вулакансене буклетсем те интереслентереççĕ. Кăçал «Моя библиотека», «Рассвет» ЯХПК пурнăçĕпе кăтартăвĕсем» тата «Тукайăн паллă çыннисем» электронлă презентацисем хатĕрлерĕмĕр.

Çавăн пекех «Михаил Афанасьев — «Рассвет» ЯХПКан ăнăçлă ертÿçи», «Алă ăсти Алина Афанасьева» тата «Геннадий Уткин — пирĕн ентеш» буклетсем яланах куç умĕнче.

2010 çулта та чылай мероприяти ирттерме палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика